Ҫӗпрел районӗнче чӑвашла рокировка

Чӑваш заместительне чӑвашпах ылмаштарни районти наци политикине тӗрӗс тытса пынине палӑртать
Августӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗн депутачӗсен канашлӑвӗнче икӗ тӗп ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Пухӑва район ертӳҫи Марат Гафаров ертсе пынӑ. Пӗрремӗш ыйту – Алексей Сарафановӑн район пуҫлӑхӗн ҫумӗнчен кӑларма ыйтса ҫырнӑ заявленине пӑхса тухасси. Аса илтеретпӗр, Алексей Иванович Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче 2011 ҫултанпа ӗҫлерӗ. Район ҫыннисем "Сувар" хаҫата ҫырӑнччӗр тесе нумай тӑрӑшрӗ, тавтапуҫ ӑна. Анчах вӑхӑт малалла чӗнет, кӑҫал Упире иртнӗ Акатуй хыҫҫӑн вӑл хӑй должноҫӗнчен отставкӑна кайма шутланӑ.
Марат Гафаров пухура Алексей Сарафанов ӗҫӗ ҫинчен лайӑх сӑмахсем каланӑ. Депутатсем ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Пушаннӑ вырӑна район ертӳҫи Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен Алексей Ярухина сӗннӗ. Пирӗн хаҫат вулаканӗсем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ, 1999 ҫултанпа вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшать. Уҫӑ сасӑлавра Ярухинӑн кандидатурине депутатсем ырланӑ.
Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш наципе культура центрне ертсе пыракан Алексей Ярухина ҫӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
Алексей Сарафанов ӑҫта ӗçлеме вырнаҫни хальлӗхе паллӑ мар.
"Тӑван ен" хаҫат сайтӗнчи тата А.Наумов сӑнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
9 августа 2019 - 10:40Ирина КузьминаАлексей Иванович Сарафанов хăй вырăнӗнчеччӗ, ăслă, интеллигент, чăн-чăн чăваш, патриот. Мӗнпе юраймарӗ-ши районăн вăхăтлăха кăна килнӗ çӗнӗ ертӳçине? Шел, питӗ шел...
-
26 января 2021 - 16:52Пӗлтӗр Тутарстанра 255 километр ҫул тӑвӑннӑ Иртнӗ ҫулта Тутарстан Республики 11 наци проектне кӗрекен 50 федераллӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗре хутшӑннӑ800
-
26 января 2021 - 16:25Пӗр хырҫӑ сахаланнӑ Ҫӗнӗлӗх 1997 ҫулччен регистрациленӗ куҫман пурлӑха пырса тивет, ун чухне пурнан ҫурт валли пӗр пӗрлехи документ парӑннӑ пулнӑ.800
-
26 января 2021 - 11:04Ачасене хамăрăн пăхса ӳсетрмелле Аслӑ ӑру информацие телевизортан илет, ҫамрӑк ӑру – интернетран. Вӗсем пӗр пӗрне хирӗҫлеҫҫӗ. Ҫакна асӑрхаман ҫын суккӑр пуль е пурнӑҫран юлнӑ.4400
-
25 января 2021 - 18:49Хусанти сывлӑш температури 1985 ҫулхи рекордпа танлашнӑ Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ11600
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ7400
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр6600
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне7300
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ124600
-
23 января 2021 - 10:17Яла çӗклеме Иван Иванович Казанков пулăшрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне Тутарстанра питӗ лайăх пӗлеççӗ. Кунта çын валли ӗç те, пурăнма çурт та, сипленме хуларинчен кая мар больница та, вӗренме хăтлă шкул та – йăлтах пур. Хăв кăна ан ӳркен. Ытти тăрăхра çамрăк çемьесен шучӗ чакса пырать пулсан, кунта ӳсет. Çаксем пурте йăлтах пӗр çын – Сиктӗрме-Хусанкайӗнчен тухнă Иван Казанков тăрăшнипе пулнă. Хăй вăл Марий Элти Звениговăра пурăнать, унта йӗркелесе янă совхоз вара Раççей шайӗнче кӗрлесе тăрать.18500
-
23 января 2021 - 18:56«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулман Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.18302
-
23 января 2021 - 19:07Тутарстанра пысăк вырăнта ӗçлекен «куккасăрах» лайăх карьера тума май пур халь Пуçаруллисене, пултаруллисене аталанма, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшакан проекта республика валли вăйлă кадрсем хатӗрлемелли шкул теме те пулать. Унта лекнӗ çамрăксене тренерсем çулталăк тăршшӗпех вӗрентеççӗ, çак вăхăтра вӗсемпе мастер-классем, тренингсем ирттереççӗ, республика лидерӗсемпе тӗл пулаççӗ. Çапла майпа сезон вӗçленнӗ тӗле кандидат хăйӗн проектне хатӗрлеме кăна мар, ăна мӗнле тӗрӗс пурнăçа кӗртмеллине те хăнăхса çитет. 2020 çулта кăна, тӗслӗхрен, проектăн X тата XI сезонӗсене хутшăннисем хăйсен проекчӗсемпе 6000000 тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Паллах, чи пултаруллисем республикăн кадрсен резервне лекеççӗ. Шăпах вӗсемпе çӗнелсе пырӗ те республикăн ертӳлӗхӗ. 2009 çултанпа проекта хутшăннă 12600 çамрăкран 2170-шне вӗрентсе кăларнă (вӗсем пурте проектăн финалне çитнӗ). 210-шне республикăн патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене ӗçе илнӗ, 260-шне – промышленноçпа коммерци секторне. Çак вăхăтра проекта хушăннисен 75 проекчӗ пурнăçа кӗнӗ, 2350 социаллă акци, 350 ытла интерактивлă вӗрентӳ мероприятине ирттернӗ.18300
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика