Сувар

Пӳркелӗнче поэзи кунӗ

Пӳркелӗнче паян А.С. Пушкин çуралнă кунне халалланăпоэзи кунӗ. Унта чăваш, вырăс, тутар сăвăçисем хутшăнаççӗ.

Паян çак самантсенче Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче А.С.Пушкинăн çуралнă кунне халалласа поэзи кунӗ пырать. Çакнашкал сăвă уявне тăхăрьялсем иккӗмӗш çул ирттереççӗ ӗнтӗ. Унта чăвашла кăна мар, вырăсла, тутарла сăвă çыракансем те хутшăнаççӗ. Уявăн хăйӗн йăли те пур, вăл Пӳркел библиотекинче алă вӗççӗн çырса хатӗрлекен «Тăхăрьял» альманахăн презентацийӗ. Хальхинче Пăва чăвашӗсем альманахăн 15-мӗш номерне хăтларӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: