Сувар

Пӳркелсем Тӗнче чемпионатӗнче!

Тӗнчере Пӳркел (вырăсла Бюрганы) те пуррине ют çӗршыври футбол кураканӗсене кăтартрӗç.

Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Новороссийскра пурăнакан Леонид Дементьев тăван ялне пур çӗрте те чапа кăларма тăрăшать. Вăл караппа тӗнче касса çӳренӗ моряк. 4 океан урлă ишсе каçнă. Ăçта кăна пулман. 

Ачаранах спортпа туслă Леонид Дементьев паянхи кун та сывă пурнăç йӗркине тытса пырать. Футбола пуринчен те ытларах кăмăллать пулмалла ентеш. Ӗнер Мускаври Лужники стадионра Раççейпе Испани сборнăйӗсен вăййине те курма кайнă Тăхăрьял чăвашӗ. Унта вăл Раççей ялавӗ çине хăйӗн ялӗн ятне çырса кайнă. Тӗнчере Пӳркел (вырăсла Бюрганы) те пуррине ют çӗршыври футбол кураканӗсене кăтартрӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: