Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пур-ха ял хавалӗ!

Матакра çул ыйтма чарăнсан та ачасем чăвашла хуравлаççӗ

 

Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче Николай угодник ячӗллӗ часавай-купель уҫрӗҫ.
Ҫак вӑхӑтра ҫанталӑк чарӑнми ҫумӑрлӑ пулчӗ пулсан та Акатуй лапамне пухӑннӑ ҫынсем, сӑмах май каласан, вӗсем сахалӑн марччӗ, пӗри те саланмарӗҫ. Кам зонт айӗнче, кам клеенка пӗркеннӗ, кам – ҫаплипех.

Сӑваплӑ мешехере ҫумӑр ҫуннине нумайӗшӗ Турӑ пархатарӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӑл тӗрӗс-тӗр те, августӑн 29-мӗшӗнче Тутарстанӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнче ӑшӑ ҫумӑр ҫурӗ.
Ҫил ҫук, пачӑшкӑсем кӗлӗ вуланине клеенка ҫине ӳкекен тумламсен сасси те ҫӗнтереймест. Чиркӳ ӗҫченӗсем мӗн пур кирлӗ  йӑлана туса ирттерчӗҫ. Кӗлӗсене чӑвашла та, вырӑсла та вулаҫҫӗ. Вӗсен хыҫӗнче хӗрарӑмсен ушкӑнӗ кӗлтӑва-тӑва тӑстарса юрлать.

Матак ял хутлӑхӗн ертӳҫин Валерий Михайловӑн сӑмахӗсемпе, купель тума халӑхпа пӗрле калаҫса килӗшнӗ. Пулăшакансем нумай пулнипе ӗç кал-кал пынă. Матаксем часавай кăна мар, Акатуй лапамне урлă выртакан каçмана та юсанă, уяв кӗрекине те тăрăпа витсе çӗнетнӗ.

 

Валерий Михайлов ял пуçлăхӗнче нумайранпа ӗçлет. Обществолла ӗçе йӗркелеме вӗренсе çитнӗ вăл. Халӗ те асра-ха Çӗпрел районӗн Акатуйне Матакра ирттерни. Ун пек анлă чăваш уявне ку тăрăхра курманччӗ. Çав Акатуйра самолетран парашютистсем сикнине те сăнама май пулчӗ халăхăн.

Юлашки вунă çул хушшинче Матакри ача садне тӗпрен юсанă, ял хутлăхӗн кашни ялӗн урамӗсене энергие перекетлекен светильниксем вырнаçтарнă, Чăваш Ишлӗ ялӗнчи Николаев урамӗнче кӗпер тунă, Матакри вăтам шкула юсаса çӗнетнӗ, унта ача садне вырнаçтарнă, ăшă санузелсем тунă, Матакри культура çурчӗн тăррине юсанă, Мучалире Пуштерле ялӗнчи кӗпере тӗпрен юсанă, «Матак-Чăваш Ишли» яласен хушшинче 2,1 км тăршшӗ асфальтлă çул тунă, Пуштерле юханшывне тасатнă, Матакри пӗвене тӗпрен юсанă, Мучалире нумай ачаллă çемьесем валли 3 çурт тунă, Мучалире ФАП лартнă, Матак, Мучали, Чăваш Ишлӗ ялӗнсенче 18,9 км тăршшӗ шыв пăрăхӗсем тăснă, каярах çак хисем 21 километра çитет. Çак ялсенех 2,4 км щебеньрен çул тăснă, Матак ялне Çӗпрелӗнчен илсе килекен çула тӗпрен юсанă, Матакра çӗнӗ ветеринари пункчӗ лартнă, Матакри Культура çуртне тӗпрен юсанă, вăрçăра пуçӗсене хунă паттăрсене халалласа лартнă палăка çӗнетнӗ,  Мучали ялне шыв ан илтӗр тесе Пуштерле юханшывӗнче тимӗр-бетон дамба тунă, Матакри тата Чăваш Илшӗри виçӗ кӗпере юсанă, ялти урамсене щебенка сарнă, Мучалӗри масара карта тытнă, ялтан тухнă Валерий Поликарпович Кузнецов пулăшнипе Матак ялӗн масарне йывăçсенчен тасатнă, çӳп-çап пуçтармалли 12 контейнер валли площадкăсем тунă, Маткари ТБО полигонне рекультивацилени тата ытти те.

Çак тата ытти ӗçсене тума, паллах, республика, Президент программисем пулăшнă, самообложени укçисем те сая кайман. Çапах, лайăх ертсе пымасан, мӗнле ӗçре те вӗçне хӗрне тухма хӗн. Ял пуçлăхӗ çакна лайăх пӗлет, хăш чух хăй сывлăхне те хӗрхенме май çук, ӗçе пурнăçа кӗртмелле.

Купель тунă чухне те çапларах. Ун патне çутă тăсма кăна 200 пин тенкӗ укçа тăкакланă матаксемпе спонсорсем. Ялта пурăнкансем те, тымарӗсем çак ялтан пулнисем те хутшăннă пӗрлехи ӗçе. Халăх питӗ тав турӗ вӗсене, пачăшкăсем сывлăхӗсемшӗн кӗл турӗç.
Чиркӳ ӗçченӗсем уйрăмах палăрнă çынсен ячӗсене часавай алăкӗ çумне çырса хунă: Валерий Михайлов, Сергей Лявуков, Геннадий Марков, Олег Фадеев, Александр Кудрявцев, Александр Марков, Виктор Марков, Евгений Иванцов, Андрей Сарафанов, Юрий Михайлов тата ытттисем.
Хальхи вăхăтра ТР Экологи министертвинче вăй хуракан Алексей Сарафанов виçӗ çынна ведомствон Тав çырăвӗсемпе наградăларӗ, Валерий Михайлова Экологи министерствин Хисеп хутне парса чысларӗ. Аса илтеретӗп, çакă йăлтах чарăнма пӗлмен çумăр айӗнче пулса иртрӗ.

Анчах вăл çак мешехене пухăннă çынсен кăмăлӗсем пекех ăшă пулни чунра та ăшăлăх туйăмне çуратрӗ. Акатуй лапамӗ хӗрринчи ӗмӗрхи йăмрасем те пуçӗсене тайса итлерӗç матаксен гимне.  
Урăх çӗрте, çӳлтен хушнипе пулса иртекен календарьти мероприяти пулнă пулсан ӗнтӗ, йӗпенсе тăрӗччӗ-ши çӗр ытла çын çак хирте?.. Ялшăн тăрăшакансене грамотăсем парса пӗтренӗ хыççăн та халăх часавай вырăнӗнчен час саланмарӗ, кӗпере епле юсанине хакларӗ, аслăк айне ларса кӗрекере хăналанчӗ.  


Матакра çул ыйтма чарăнсан та ачасем чăвашла хуравлаççӗ. «Пур-ха ял хавалӗ!» – тесе шухăшларăмăр эпир каялла çул тытнă май.

Константин МАЛЫШЕВ, автор сăнӳкерчксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев