Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Путинпа мӗнле паллашни ҫинчен

Тутарстанӑн хальхи Президенчӗ Рустам Минниханов каласа панӑ

 Владимир Путин ҫӑмӑллӑн ҫынсемпе паллашать, ҫав вӑхӑтрах вӑл вышкайсӑр пысӑк задачӑсене татса паракан хурҫӑ пек ҫирӗп ҫын. Ҫакӑн ҫинчен Тутарстан Президенчӗ республикӑри хыпар хатӗрӗсен ертӳҫисене каласа панӑ.

"Эпӗ ӑна пӗрремӗш хут курнӑ  чухне вӑл ФСБ ертӳҫиччӗ. Пирӗн кадрсен ылмашӑвӗ пулнӑ чухне вӑл килнӗччӗ, эпӗ кӗтсе илекенниччӗ. Питӗ уҫӑ ҫын пек асра юлчӗ. Нумай калаҫрӑмӑр. Вӑл Питӗрти мечӗте реконструкцилени ҫинчен каласа пачӗ",– асаилӗвӗсене каласа панӑ Минниханов.

ТР Президенчӗн сӑмахӗпе, Владимир Путин пирӗн ҫӗршыв аталантӑр тесе нумай тунӑ. "Пирӗн ҫапла вӑйлӑ лидер пулни хӑшӗ-пӗрин кӑмӑлне каймасть, анчах пирӗн ҫӗршыва шута илни, ҫакнашкал хисеп пурри пирӗншӗн лайӑх. Путин пирӗн наци лидерӗ кӑна мар, ӑна Америкӑра та, Европӑра та хисеплеҫҫӗ. Унӑн авторитечӗ тӗнче шайӗнче",– тесе палӑртнӑ республика ертӳҫи.

Рустам Минниханов сӑмахӗсемпе, Владимир Путинӑн уйрӑм управлени стилӗ, вӑл йывӑр ыйтусене татса пама май парать. "Профессионализм енчен илес пулсан, асӑрханӑ-и, кирек мӗнле канашлура та кашни ыйтупа пӗтӗмлетӳ тӑвать. Вӑл ҫӳллӗ шайри профессионал. 

Унпа калаҫма нимӗнле йывӑрлӑх та ҫук, ҫав вӑхӑтра вӑл тимӗр пек ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын. Ҫавӑнпа та Турри ӑна сывлӑх патӑр, ун чухне пирӗн ҫӗршыв чечекленӗ",– палӑртнӑ Рустам Минниханов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев