Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Раççей сборнăйӗнче виçӗ чăваш!

Раççей сборнăйӗнче чăваш юнӗллӗ спортсменсем выляççӗ. Артем Дзюбапа Сергей Игнашевич çурма чăваш пулнине пӗлетпӗр, чемпионат пуçлансан темиçе кунтан Инстаграмра cheboksary.news Александр Головин та чăваш пулни пирки çырчӗ.

Июнӗн 25-мӗшӗнче Самарта иртнӗ 3-мӗш тапхăрта Раççей сборнăйӗ Уругвая 3:0 шутпа выляса ячӗ. Çапах та çакă вӗсене пӗрре те кансӗрлемерӗ, иккӗмӗш тапхăр результачӗсемпех пирӗн команда финалăн 1/8 пайӗнче выляма тивӗçнӗччӗ. Тем тесен те шанчăка çухатар мар, хамăр командăшăн чăмăрсене хытарар. Сăлтавӗ те пур вӗт – Раççей сборнăйӗнче чăваш юнӗллӗ спортсменсем выляççӗ. Артем Дзюбан амăшӗ Светлана Александровна чăваш, Чăваш Енри Çӗрпӳре çуралса ӳснӗ вăл. Сергей Игнашевич çурма чăваш пулнине те тахçанах пӗлетпӗр, белоруспа (ашшӗ) чăваш (амăшӗ) çемйинче çуралса ӳсни пирки Википедире те тӗплӗн çырнă. Унăн амăшӗ Раиса Германовна та Чăваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Тумликассинче çуралса ӳснӗ.

Чемпионат пуçлансан темиçе кунтан Инстаграмра cheboksary.news Александр Головин та чăваш пулни пирки çырчӗ. Унăн ашшӗ те, амăшӗ те кӳршӗлле республикăри Елчӗк районӗнчен-мӗн. Чăн та, асăннă районта Головин хушаматлисем нумай. Интернетра ытти çӗрте А.Головин чăваш пулни пирки хыпар тупма май килмерӗ, Википедире вăл Кемерово облаçӗнчи Калтан хулинче çуралса ӳснӗ тенӗ. Паллах, футболистăн ашшӗпе амăшӗ куçса кайма та пултарнă унта пурăнма...

Сăмах та çук, Раççей сборнăйӗнче «хамăр ялсем» пулни футбол пăхма тата та хавхалантарать. Эппин пурте пӗрле хамăрăннисемшӗн чунпа çунар. (https://ru.wikipedia.org сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу