Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Радислав Анатольевич АНДРЕЕВА чаплă юбилейпе!

Пирӗн чи хаклă та юратнă çыннăмăра – мăшăра, аттене, кукаçие – Пăва районӗнчи Тинкеш ялӗнче пурăнакан Радислав Анатольевич АНДРЕЕВА чаплă юбилейпе, утă уйăхӗн 30-мӗшӗнче 55 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!

Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр сана – тулăх пурнăç, тулли телей те ăнăçу. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, пирӗн тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ӗмӗр-ӗмӗр курмалла пултăр.
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тӗнчере,
Сирӗн çутă сăнарăр пирӗн чун-чӗрере.
Пире чун парса тӗрӗс-тӗкел пăхса ӳстернӗшӗн, ăс панăшăн çӗре çити пуç таятпăр!
Сан сывлăху тӗреклӗ пултăр,
Çăлкуç пек тăтăр вăл тапса.
Телей хӗвелӗ саншăн çунтăр –
Çапла калатпăр ыр сунса!
Çаплах аттепе пӗр кунра çуралнă тетене Владислав Анатольевич АНДРЕЕВА та çуралнă кун ячӗпе саламлатпăр! Çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе савăнса, ырă курса пурăнмалла пултăр!
Мăшăрӗ, ачисем, мăнукӗ, çывăх тăванӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев