Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Республикăн кӑнтӑр-хӗвелтухӑç чиккинче чăваш пикине суйлаççӗ

Тутарстанри Павлă районӗнчи Потап-Тăмапарлă ялӗнче илемпе пултарулăх конкурсӗ иртет

Павлă районӗнчи чăвашсем лăпкă-лăпкă пурăнаççӗ те – шалт! тӗлӗнтерсе хураççӗ. Кăçал та районти «Чăваш пики» конкурса вӗсем ытти тăрăхри чăвашсенчен маларах ирттерме хăват çитернӗ. Сентябрӗн 19-мӗшӗнче Потап-Тăмпарлă ялӗнчи юсаса çӗнетнӗ Культура çуртӗнче 5 пике çӗнтерӳçӗ диадемишӗн ăмăртрӗç.

Камсем-ха вӗсем? Паллашăр: Лиана Фаизова, Алена Камалетдинова, Ангелина Можгина, Ксения Азабина тата Александра Афанасьева.

 


Конкурс пуçланас умӗн клуб ӗçченӗсене чиновниксем Тутарстан Президенчӗ ятӗнчен сасă оборудованийӗ туянмашкăн 100 пин тенкӗлӗх Сертификат парнелерӗç.


Хӗрсен пултарулăхне сумлă жюри хаклать: Павлă районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Виталий Козлов, хореограф Роман Ткачев, композитор Алексей Наумов, ТР Культура министрӗн çумӗ Линар Хакимзянов, «Сувар» хаçатăн ертӳçи Ирина Трифонова тата ыттисем.

Павлӑ районӗнче чӑвашсем виҫӗ ялта пурӑнаҫҫӗ. Конкурсра пуринчен те ытларах паллӑ пухса Алексеевка ялӗнчи Александра Афанасьева ҫӗнтерчӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев