Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов федераллӑ субсидисене чакарттарасшӑн мар

Республика сӗт суса илессипе ҫӗршывра малта пырать

 

Видеоконференци мелӗпе йӗркеленӗ Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче Тутанстан Президенчӗ Рустам Минниханов сӑмах каланӑ. Вӑл республикӑра ҫӗршыври акан хирсен 2,4 проценчӗ кӑна пулсан та, Тутарстан пӗтӗмӗшле ял хуҫалӑх продукцийӗн 4,2 процентне туса илнине аса илтернӗ.
Республика тӗп продуктсемпе хӑйне хӑй тивӗҫтерет. Кӑҫал республикӑра 5 млн тонна тырӑ пухса кӗртме хатӗрленеҫҫӗ, ку пӗлтӗрхинчен 1 миллион тонна ытларах. Паянхи куна Тутарстанра тыррӑн 85 процентне пухса кӗртнӗ ӗнтӗ. Уҫӑм культурисене акса пӗтереҫҫӗ. Вӗсем валли 552 пин гектар ҫӗр уйӑрнӑ.
"Ана тухӑҫлӑхӗ кӗртнӗ удобренисен калӑпӑшӗнчен килет. Эпир ҫулсерен республика бюджетӗнчен 1 млрд ытла тенкӗ удобрени туянма уйӑратпӑр. Ҫакӑ гектар пуҫне 70 кг вещество кӗртме май парать. Ку ҫул ҫак ӗҫӗн эффективлӑхне кӑтартрӗ, тухӑҫ гектартан 35 центнер ытла",– тенӗ вӑл.
Рустам Минниханов сӑмахӗсемпе, юлашки 10 ҫулта Тутарстанра мегафермӑсем тума, выльăх-чӗрлӗх комплексӗсене реконструкцилеме, ӑратлӑ выльӑх туянма 160 млрд тенкӗ инвестици хывнӑ. Ҫавна пула республика сӗт суса илессипе ҫӗршывра малта пырать. Кӑҫалхи кӑтартӑва тутарстансем 2 млн тоннӑна ҫитересшӗн. Регионта апатлантару центрӗсем тума тытӑнни выльӑх продуктивлӑхне 15% ӳстернӗ, апат тӑкакӗсене 12% чакарнӑ.
Рустам Минниханов пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутарстанра 4 пин фермер тата 450 уйрӑм хуҫалӑх ӗҫлет. Пуҫаруллӑ ял ҫыннисен шучӗ федераллӑ пулӑшу калӑпӑшӗнчен иртет. Вӑл фермерсен юхӑмне аталантарма уйӑракан федераллӑ укҫана ӳстерме ыйтнӑ, уйрӑмах "Агростартап" программӑпа.
"2019 ҫулта вӗҫленнӗ «Устойчивое развитие сельских территорий» программӑпа эпир 5 пин ытла ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтеретӗмӗр, 220 км автоҫул турӑмӑр",– тесе палӑртнӑ Рустам Минниханов. Ҫавӑн пекех вӑл ял ипотеки «Комплексное развитие сельских территорий» программӑшӑн лайӑх тӗрев пулса тӑнине палӑртнӑ. Тутарстанра ӗнтӗ 1,8 млрд тенкӗлӗх 828 кредит панӑ.
"Ҫак программӑпа лимитсене ӳстермелле тесе шутлатӑп, – тесе пӗлтернӗ ТР Президенчӗ. – ҫитес ҫул патшалăх программипе эпир  территорисен комплекслӑ аталанӑвӗн 17 проектне хута яма хатӗрленетпӗр, вӑл ялсенче 49 пин ҫын пурӑнать. Ҫав вӑхӑтра 2021 ҫултан патшалӑх программин мероприятийӗсен тӑкакӗсене чакарма палӑртнӑ, ку пирӗн плансене туллин пурнӑҫлама май памасть. Федераллӑ бюджетран ҫак программа валли уйӑракан укҫа калӑпӑшне ҫаплипех хӑварма ыйтатӑп. Ӑна пурнӑҫлани ял халӑхӗ хулана куҫса кайнине чарать тата ял территорийӗсене перспективлӑрах тӑвать».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X