Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов Конституци тӳрлетӗвӗсемшӗн сасӑланӑ

Коронавирус пандемиин условийӗсенче паха медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес, граждансене социаллӑ хӳтлӗх парас ыйтусем те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗҫ

 

Сасӑлавӑн пӗрремӗш кунӗнче Рустам Минниханов суйлав участокне ҫитсе РФ Конституцине улшӑнусем кӗртесси пирки хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ.
Йӑла тӑрӑх Рустам Минниханов Хусанти А.Н.Туполев ячӗллӗ наци тӗпчев техника университечӗн ҫуртӗнчи суйлав участокӗнче сасӑлать.
Президент Роспотребнадзор требованийӗсене пӑхӑнса сасӑлав ӗҫне еплерех йӗркеленипе кӑсӑкланнӑ. Ӑна пӳлӗмсене тӑтӑшах дезинфекцилени, дистанци нормисене пӑхӑнни, маскӑсемпе перчетке режимне тытса пыни ҫинчен пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ хӑйӗн тутарстансене чӗнсе каланӑ сӑмахӗнче, федераллӑ центр тата РФ Президенчӗ Владимир Путин тӗрев панипе, республикӑра пысăк программӑсем пурнӑҫа кӗнине палӑртнӑ. Паян Тутарстан чылай кӑтартупа регион-лидер. Конституцири тӳрлетӳсем пур ҫитӗнӳсене ҫирӗплетеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, коронавирус пандемиин условийӗсенче паха медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес, граждансене социаллӑ хӳтлӗх парас ыйтусем те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев