Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Соцсетьри юлташӗсемпе чăвашла калаçакана шулӗксем улталаймаççӗ

Стоп! Палланă çын е юлташ хыпарӗ чăнах та сехӗрлентерет, ăна пулăшас килет. Анчах та малтан тӗрӗслемелле. Пӗлтерӳ айне коментарий çырма май çукки – пӗрремӗш сигнал.

Пӗлместӗп мӗншӗнне, анчах та «Мӗн тума кирлӗ вăл чăваш чӗлхи?!» тесе ытларах вăтам çулти хӗрарăмсем хуравлаççӗ. Чăнах та, хальхи вăхăтра вăл сахал усă курăнать, ялтан тухсан кирлӗ те мар  пек туйăнать. Анчах та хальхи технологиллӗ саманара та чăваш чӗлхи питӗ кирлӗ пулчӗ, шанатри, çук-и, халӗ те пулăшса, усалсенчен хӳтӗлесе пырать вăл мана. Ӗç акă мӗнре.

Манăн «Контактра» та, «Одноклассникинче» те юлташ нумай. Çурринчен ытларахăшне палламастăп, пирӗн пӗрлехи туссене те палласах мар, çапах та çын чăвашла пӗлет пулсан, унăн манăн юлташсен шутне кӗме шанчăк пур. Мӗншӗн тесен сайтра тăван чӗлхепе çырма тăрăшатăп, пирӗнле вулаймансене ман патра интереслӗ пулмӗ-тӗр тесе шутлатăп. Çапла чăвашла пӗлменнисем кăштахран тухса каяççӗ, пӗлнисем, тӳнтерле, туртăнаççӗ туслашма.
Вăхăтран-вăхăта, соцсетьри хăш-пӗр эпӗ пӗлнӗ юлташсенченех тӗлӗнмелле çырусем килеççӗ. Уйрăмах «ВКонтактере» йышланчӗç вӗсем хальхи вăхăтра. Эрнене, е икӗ эрнене пӗр хутчен килет кивçене укçа парса тăма тархаслакан çыру. Çынсен соцсетьсенчи паролӗсем çăмăл пулнипе шулӗксем вӗсен страницисене çӗмӗрсе кӗреççӗ те вӗсен ятӗнчен çынсенчен укçа ыйтса выртаççӗ.

Тӗслӗхе пӗр диалога илсе кăтартатăп. Эрне каялла эпӗ лайăх пӗлнӗ вăтам çулсенчи чăваш хӗрарăмӗ «Привет, как дела?» тесе çырса ячӗ. «Эсир манпа вырăсла ан калаçăр ӗнтӗ» тетӗп кăна хăй çырать-ши е хăй маррине тӗрӗслесе. Ку хуравлать (мӗнле çырнă çаплипех, йăнăшӗсемпех яратăп, тен сире те ун пек текст килнӗ-тӗр): «Та я тоже не плохо. Хотела у тебя спросить. Можешь пожалуйста, отдолжить сейчас немного, до этой пятницы». Эпӗ ăнлантăм ку çын чăвашла пӗлмен мошенник пулнине, вăл юлташ хӗрарăмăн страницине çӗмӗрсе кӗнине. Пӗлӗшӗн телефон номерӗ çумра çук. Мӗнле систермелле? Хуравлатăп кăна вырăслах: «Вот это же не моем родном языке напиши, переведу, честно». Хурав пулмарӗ. Пӗлмест чăвашла тăмсай. Улталаймарӗ мана.

Каярах, пӗр кунран-и, Галина çырать чăвашла: «Тӗрӗс ответленӗ Эсир, Константин!» тесе. Апла пулсан, хăй страницине шулӗксен аллинчен тавăрнă хуçи. Çӗнтерчӗ чăваш чӗлхи суеççӗсене! Кирлӗ вăл пире, хисеплӗ хӗрарăмсем. 

Ун пек ултавсем «Инстаграмра» та пур. Çыннăн страницине çӗмӗрсе кӗреççӗ те, ак кун пек сехрене хăпартакан текстлă пӗлтерӳ лартаççӗ: «Тархасшăн пулăшăр, аттепе анне ирхине машинапа аварие лекнӗ, атте вилчӗ, анне питӗ хытă аманнă. Реанимацире выртать. Операци валли укçа кирлӗ. Срочно! Аяларах банк карточкин номерне çырнă.

Стоп! Палланă çын е юлташ хыпарӗ чăнах та сехӗрлентерет, ăна пулăшас килет. Анчах та малтан тӗрӗслемелле. Пӗлтерӳ айне коментарий çырма май çукки – пӗрремӗш сигнал. Вăрă-хурахсем пӗр-пӗр çын кунта ултав пуррине сиссе текст айне асăрхаттаракан комментарий çырса вăрлама ан кансӗрлеччӗр тесе тăваççӗ çапла. Тата укçа куçармалли счет сирӗн юлташăр ячӗпе «Тинькоф» банкран пулчӗ-тӗк – ан шанăр. Ку нимле те антиреклама мар, асăннă банкра çакăн пек счета çăмăллăн илме май пур. Юлташăрăн телефонне тупса шăнкăравласа ыйтса пӗлме тăрăшăр укçа куçариччен малтан. Çакна мӗн чухлӗ маларах тăватăр, çавăн чухлӗ ытларах çынна ултавран хăтарса хăвараятăр.

Ăнăçу сунса, Константин МАЛЫШЕВ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев