Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Сувар» – чи юратнă хаçат

Нумайăшӗ паян, интернет саманинче, хаçат-журнал, кӗнеке вуламаççӗ тени йăнăш пулӗччӗ. Аслă ӳсӗмрисем те, вăтам çултисем те юратса вулаççӗ, кашни çырăнтару тапхăрӗнче çыхăну уйрăмне кайса е почтальон урлă тӗрлӗ пичет кăларăмӗсене кăмăлласах çырăнаççӗ. Çав шутра «Сувар» хаçата куллен çырăнса илекенсем те йышлă. Эрнекунсерен килекен хаçатран типографи сăррин шăрши кӗни те мӗне тăрать. Алла тытсан ярас та килмест. Çӗнӗ Упири Культура çуртне маскировка сетки çыхма çӳрекенсенчен хаçат пирки шухăшӗсене ыйтса пӗлтӗм.

Валентина Савинăна, Упири вăтам шкулта кӗçӗн классен вӗрентекенӗнче 40 çул ӗçленӗскере, шкул пурнăçӗ пирки вулама кăсăклă иккен.

– Вăтăр çул каяллахипе хальхи вӗрентӳ тытăмне танлаштарсан пӗлӳ парасси нумай енчен улшăннă. Шкулсенче иртекен тӗрлӗ мероприятисем пирки вуласа савăнатăп. «Тăван Атăл» журнала та çырăнса илсе вулатăп.

– Почта ещӗкӗнчен илсен пӳрте кӗричченех хаçатпа паллашатпăр, ăшă чухне урамри сак çине ларса вулама кăмăллатпăр. Хăш-пӗр  статьясене пӗрле сӳтсе яватпăр, – Люсьăпа Николай Адъютантовсем те хаçата юратса вуланине пӗлтерчӗç.

– Тавах хаçатра ӗçлекенсене! Малашне те çӗнӗлӗхсемпе савăнтарсах тăччăр, вăрăм ӗмӗрлӗ пултăр хаçатăн кун-çулӗ, – терӗç тепӗр ушкăн хӗрарăмсем.

– Упи енчи хыпарсем пулсан тата ытларах хавхаланса вулатпăр, хăйне евӗр кăсăклă пек, – терӗ Галина Ярухина савăнса та хăпартланса.

Канаш поселокӗнчи Викторовсем те каннă хушăра хаçат вулаççӗ, çырнисемпе кăмăллă пулнине палăртрӗç.

Çыхăну уйрăмне коммуналлă пулăшусемшӗн тӳлеме килнисем те черетре тăнă вăхăтра хаваспах килӗшрӗç хаçат çинчен хăйсен шухăшӗсене пӗлтерме.

– Эрнекуна кӗтсе хаçатри калавсене икӗ хут та «шӗкӗлчесе» тухатăп, питӗ кăмăллă çыраççӗ. Темӗн те пур кирли, темӗн çинчен те вуласа пӗлме пулать. Ытларах литература страници чуна çывăх, – пӗлтерчӗ Упи ялӗнче пурăнакан Лидия Морозова. – Калавсем ытларах пичетленсен тата аван пулӗччӗ.

– Сывлӑха упрамалли тӗрлӗ мелсем пирки, хамӑр патра ӳсекен сиплӗ курӑксен усси çинчен, тухтӑрсен канашӗсене кӑмӑлласа вулатӑп. Кирлӗ сӗнӳсемпе пурнӑçра усӑ куратӑп, – терӗ Турхан Упире пурăнакан Ольга Сердцева. 

Уписем хаçат çырăнас енӗпе яланах хастаррисен йышӗнче пулнă. Хальхи çырăнтару тапхăрӗнче те вулакансен шучӗ чакмасса, малашне те шанчăклă туссен йышӗнче пӗрле пуласса шанса тăратпăр. Чун апачӗсӗр пурнăç çук. 

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Подписка на газету подписка 2025 наши читатели