Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тамара Никитична ВАСИЛЬЕВĂНА 88 çул тултарнă ятпа саламлатпăр!

Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньел ялӗнче пурăнакан Тамара Никитична ВАСИЛЬЕВĂНА январӗн 16-мӗшӗнче 88 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!

Тата нумай-нумай çул пире савăнтарса пурăнма иксӗлми вăй-хал сунатпăр. Кун-çулăн анлă сукмакӗпе малашне те вашаватлăн, мал ӗмӗтпе утма çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Пурнăçу ялан ăнса пытăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ хăвна юратакан çынсенчен ан татăлтăр. 

Тавах сана, аннемӗр, эс пурришӗн, 

Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн. 

Татах та нумай çул эс пурăнсам,

Пире пит лайăх эс çумра пулсан.

Ачисем, кинӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем тата кӗçӗн мăнукӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев