Сувар

Тăван чӗлхе кунӗ тӗлне икӗ халăха танлаштарни

Чăвашла тумлантарса янипе кăна ача чăвашла калаçма тытăнмасть.

Чăваш чӗлхи çинчен сăмах тухсан, пирӗн чиновниксем, хуть те хăш республика е облаçе ил, «çавăн чухлӗ шкулта çавăн чухлӗ сехет...» сăмахсемпе çырлахаççӗ. Статистика пуян – доклад аван. Пулчӗ. А тухнă çӗрте мӗн? Тăван чӗлхене вӗренесси тата ăна юратасси пӗр пӗлтерӗшлӗ япаласем мар. Çакă пире пурне те пырса тивет, вырăсла шухăшласа чăвашла калаçакансене те. Атьăр шутласа пăхар-ха.

Шупашкарти чи чаплă, пин çын шăнăçтаракан куркансен залӗнче сценăна чи чаплă поп-юрăç концерчӗ валли пек илемлетнӗ: çутăсем ялтăртатаççӗ, экран. Çак зала вăтам, аслă классенчи пултаруллă ачасем пуçтарăннă – вӗсем талантлă чăваш ачисен юхăмне кӗреççӗ – пурте пӗр-пӗринпе чăвашла калаçаççӗ. Çак зала вӗсене çулталăка пӗтӗмлетме, тата чи пултаруллисене палăртма пуçтарнă. Спикерсем ЧР Правительстви шайӗнче, вăл çак юхăма пысăк тӗрев парать. Сцена çинче çамрăкасене килӗшекен республикăри чи пултаруллă юрăçсем, музыкантсем, ертсе пыракансем.

Çак юхăм вăл чăвашла пуласлăха уçать талантлă ачасем валли. Хамăр чӗлхепе те наукăсене вӗренме, пултарулăха аталантарма пулнине тӗслӗхсем çинче кăтартать. Вӗсем унта ăнтăлаççӗ, кашни çулла пиншер чăваш ачи талантлисен лагерӗнче канса пӗлӗвне ӳстерет. Регионсенче, ют çӗршывра пурăнакан чăваш ачисен те май пур унта килсе çуллахи вăхăтне ирттерме. Шкул ачисем хăйсен чӗлхе пӗлӗвне ӳстернисӗр пуçне çӗнӗ юлташсем тупаççӗ, халăхăн пуласлăхри ăс-хакăл шăнăрӗ пулма хатӗрленеççӗ. Çак ӗçе патшалăх мар, йăлт общество организацийӗ туса пырать. Халӗ, чӗрӗр çине аллăра хурса калăр, çакăн пек пулма пултарать-и Чăваш çӗршывӗнче? Пултарать пулсан, хăçанне те калăр.

Çук. Мӗншӗн пултарайманнине эсир хăвăр та лайăх сисетӗр: эпир ачасен пуласлăхне чăвашсемпе мар, урăх халăхпа çыхăнтаратпăр. Урăхла каласан курмастпăр вӗсен чăвашла пуласлăхне. Влаçра Путинăн шанчăкне тивӗç мар çынсемпе вӗсен пеккисем нумай çул хуçаланнипе пулса иртет çакă теме те пулать. Анчах та хамăр, ашшӗ-амăшӗсем те айăплă. Çакă пирӗн айванлăх та, инкек те, малашлăха палăртманни те. «Пирӗн ӗмӗре çитет» – тетпӗр те, америкăри потребитель пек – диван çине. «Пӗтекен ялта пурнăç çук, Мускавра телейне тупӗç-ха» – пирӗн пуçри шухăшсем. Ăна йăтса кăшт кӳршӗсем мӗнле пурăннине пăхасчӗ хăть. Эпир ачасене вырăс пулма хатӗрлетпӗр, тутарсем урăхла. Каласа хăвармалла, вӗсене те хула пурнăçӗ тăван чӗлхинчен уйăрма хăтланать, анчах та кирлӗ механизмсене шыраса тупнă кӳршӗсем. Чăвашла тумлантарса янипе кăна ача чăвашла калаçма тытăнмасть.  

Мӗншӗн эп каллех тăвар сапатăп ха çак ыратакан суран çине? Ӗнер Хусанти «Пирамида» культурăпа кану центрӗнче пултаруллă тутар çамрăкӗсене «Сэмрух» премине пачӗç.  Унта журналистсене те чӗннӗччӗ.

Яланхи «дежурнăй» мероприяти пек тесе, Кремль çумӗнчи хаклă заведение кӗрсен куç-пуç алчăрасах кайрӗ. Фойере хаклă йышши тутарла çырнă баннерсем умӗнче ачасем ылмашăна-ылмашăна сăн ӳкерӗнеççӗ. Залта вӗренекенсем, вӗсен ашшӗ-амăшӗсем, пӗчӗккисем те нумай. Мешехе пуçланиччен пӗр шухăшлă йыш вӗлле хурчӗ пек сӗрлет – пӗр чӗлхепе. Кӗçӗнни аслипе вырăсла калаçмасть. Ăмсатанаракан пулăм. Хамăршăн эрлентерекенни: «Эпир мӗншӗн çакăн пек пултараймастпăр-ши?..»

Пӗр савăнтаракан пулăм пур, çак «Селет» юхăма йӗркелесе яраканни Чăваш Республикинче çуралнă. Джавдет Сулейманов – Патăрьел районӗнчи Кызыл-Чишма ялӗнчен. Кибернетик, мкатематик пулнăран, вăл 90-мӗш çулсен пуçламăшӗнчех «Майкрасофт» фирмăпа пӗрле компьютерсене «тутарлатма» тытăнчӗ. Унтан ачасене аталантарас ӗç çине куçрӗ.

Эпир çак ӗçе халӗ те туман. Компьютерпа чăвашла çырас текенсем (учительсем, çыравçăсем, журналистсем) уйрăм çынсем тунă раскладкăсене унтан-кунтан тупкалаççӗ. Телефонсем валли юрать пур «Плеймаркетра». Анчах ăна та Чăваш Республикин саккасӗпе туман. Вăхăтӗнче эпир, халăх компьютеризациленме пуçланă вăхăтрах, Николай Федоров администрацине компьютерсем валли чăвашла çырмалли инструментсем кирли пирки çырупа тухнăччӗ, хурав пулмарӗ. Шанчăка çухатмасăр, Михаил Игнатьев 2010 çулта Хусана килсен, ăна КАИ инженерӗпе пӗрле ăсталанă чăвашла клавиатурăна та парнеленӗччӗ. Шел пулин те, ӗç малалла каймарӗ. Чӗлхе комиссийӗ туса хучӗç вӗсем ун хыççăн. Темиçе çул лăпăртатрӗç-лăпăртатрӗç. Урапи халӗ ăçта иккенне те калама çук. Халӗ компьютерта Windows 8 е 10 системăсене уçсан чӗлхесем хушшинче унта чăвашăнни тухать, анчах раскладки кăна çук. Пӗлместӗп, миçе çул кая юлтăмăр-ши ку енӗпе эпир тутарсенчен?..

Гуманмитари институтӗнчи чӗлхеçӗ-ăсчахсем ят илес тесе ытлашши никама та кирлӗ мар хут словарьсем кăларса выртаççӗ. Çав вăхăтра Николай Плотников, хăй шутӗнчен «Чăваш халăх сайтне» тытса пынисӗр пуçне, «Яндекс» система валли куçару механизмӗ туса хатӗрленӗ. Вăл идеаллă мар, çапах та пур. Николай Плотникова куншăн ЧР патшалăх премине памалла, ăна ӗçрен кăларса яраççӗ...

Тутарстан Правительстви тӗрев панипе "Сэлэт" общество фончӗ пултаруллӑ ачасемпе талантлӑ ҫамрӑксене хавхалантарас тӗллевпе 2015 ҫулта "Семрух" республика премине пама тытӑннӑ. Ҫак преми Сэлэт пӗрлӗхне кӗрекен ачасене, партнерсене, пӗрлешӳри проектсене ертсе пыракансене парӑнать.


Семрух – тӗрӗксен мифологийӗнче асамлӑ вӗҫен кайӑк, вăл пирӗн йăх-несӗле, кил çурта упракан Куйкăрăш евӗр.  

Ҫак церемони хӑйне евӗр ҫулталӑкри ӗҫсене пӗтӗмлетни. Ҫавӑн пекех вӑл Селет уҫлӑхне хӑйсен ӗҫӗсемпе хӑват парса тӑракансен уявӗ те. Паян Сэлэт юхӑма, системӑна, вуншар пин ачан хӑватне пурнӑҫа кӗртмелли меслет.
Премине илес тесе тӑрӑшакансем кӑҫал 300 ҫынна ҫитнӗ. Ҫак шута "Сэмрух-2019" премин тапхӑрӗсене хутшӑннӑ ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, Сэлэтӑн профильлӗ сменисене хутшӑнакансемпе йӗркелекенсем, ҫавӑн пекех хисеплӗ хӑнасем кӗреҫҫӗ. Хутшӑнакансен географийӗ анлӑ: Ешӗлвар, Аксу, Тукай, Саба, Азнакай, Спасски, Лайӑш, Пӗтреҫ, Элкел, Рыбно-Слободский, Анат Кама, Пӑва районӗсем, Самар облаҫӗ, Хусан. Ҫак вырӑнсенче пӗлтӗр Сэлэт лагерӗсем йӗркеленнӗ.


Кӑҫал "Сэмрух" премие 8 номинацире пачӗҫ: "Ҫулталӑк Селкешӗ" (Сэлэт юхӑмне хутшӑнакан), "Ҫулталӑк вожатӑйӗ", "Ҫулталӑк директорӗ", "Ҫулталӑк лагерӗ" тата ытти те.

Джавдет Сулейманов çак ӗçе 25 çул каяллах тытăннă. Чиновниксен хушшинче ăна ăнланакансем, пулăшакансем тупăннипе паянхи «Сэлэте» пионерипе танлаштарма пулать. Сулейманов сцена çине тухсан зал кӗрлесе кайрӗ. Питӗ юратаççӗ халăх идеологне ачасем, «Сэлэт» юхăмне кӗнӗ, халӗ атте-анне пулса хăйсен ачисене унта илсе килнӗ тутар çамрăкӗсем. Çак ансат идеологире наци пуласлăхӗ, чӗрӗлӗвӗ, чечекленӗвӗ. Тутарла халсем мӗнле («Хэллер ниçӗк?») тесе ыйтсан, ачасем харăссăн, пин сасăпах тутарла речевка калаççӗ. Унăн пӗлтерӗшӗ кӗскен каласан çакнашкал: «Пуласлăхра чечеклӗх, кунта лайăх, çавна пӗл».  


Каласа хăвармалла, «Сэлэт» юхăмӗ ислам тӗнӗн никӗсӗнче илсе пымасть хăйӗн ӗçне. Кунта тутарсене кăна мар, ытти халăх ачисене те йышăна пуçланă. Интеграци пуçтахлă мар, çемçе вăйлă: «Тăван чӗлхе – сывлăш, вырăс чӗлхи – шыв, акăлчан чӗлхи – апат» – теççӗ сӗлкӗшсем. Мӗнле вăйлă хăват, шанчăк илсе тухрӗç вӗсем «Пирамида» залӗнчен!

Çак хăйне евӗр минипионери чӗрӗк ӗмӗрте халăх ăс-тăнӗнче, унăн ӗмӗчӗсенче вырнаçса çирӗпленчӗ. Чи кирли – ачасемшӗн интереслӗ вăл. Апла пулсан пуласлăхӗ пур.

Куçарар-ха çак проекцие чăваш çӗр çине, унта мӗнлерех? Статистика йăнăшӗ шайӗнче унти кăтартусем. Тăван чӗлхе шăпишӗн пăшăрханакан хастарсем «Хавал» ушкăн йӗркеленӗ. Çулла вӗсем 30-40 çын пуçтарса пӗр-пӗр пионерлагерь никӗсӗнче чӗлхене вӗрентекен «Уйлăхсем» ирттереççӗ. Ансат меслетпе чăвашла вӗренме май паракан кӗнекен иккӗмӗш кăларăмне пичетлеме халăхран иккӗмӗш çул укçа пуçтараççӗ. Чăваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви регионсенчи 50 яхăн чăваш ачине (кусем ытларах чухне облаçсенчи чăваш автономийӗсен хастарӗсен ачисемпе мăнукӗсем) хăйӗн лагерӗнче тӳлевсӗр кантарать. Экскурсисене çӳреççӗ вӗсем, музейсене. Пӗлтӗр «Хыпар» хаçат пуçарнипе чăваш çамрăкӗсем пухăнса пăхрӗç Шупашкарти Издательство çуртӗнче, мастер-классем ирттерме унта Хусанти «Аталан» юхăмне кӗрекенсем те кайнăччӗ. Кăçал чӗнмен-ха.

 Нумай пулмасть Тимӗр Тяпкин ТНВ телеканал журналисчӗсене интервью панă вăхăтра Шупашкарта ачипе чăвашла калаçакан 20 çемье пур-и, çук-и терӗ.

Кӗскен çапларах лару-тăру. Вăл савăнтарсах каймасть. Чăваш Республикин улшăннă влаçӗ малашне шута илӗ-ши çак пӗлтерӗшлӗ аспекта хăйӗн ӗçӗнче? Шанас килет.

Константин МАЛЫШЕВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (1)
Осталось символов:
  • 20 февраля 2020 - 13:56
    Без имени
    Хăй вăхăтĕнче 40 яхăн анлă сарăлнă чăваш программине чăвашла куçарнăччĕ. Халăха кирлĕ мар - кăсăкĕ çук. Тепĕр самант. Çав вăхăтрах Коля Плотников Mozilla браузера чăвашлатрĕ. Кам унпа кăсăкланчĕ алă çинчи пÿрнесен шучĕ таран. Шел.