Сувар

г. Казань

Саламлатпăр!

ТАВРАПӖЛӲÇЕ ОРДЕН ИЛНӖ ЯТПА САЛАМЛАТПĂР

Пушăн 26-мӗшӗнче Шупашкарта  Чăваш наци библиотекинче Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн XIV съезчӗ иртнӗ. Кун йӗркине лартнă ыйтусене пăхса тухнă май таврапӗлӳпе çырнă кӗнекесен конкурсне пӗтӗмлетнӗ, авторсене наградăсем панă.

 «Сувар» хаçата куллен çырса тăракан авторăмăр, таврапӗлӳçӗ Ирина Михайловна Степанова çав наградăсенчен пӗрне тивӗçни çинчен савăнса хыпарлатпăр сире, вулаканăмăрсем. «Таврапӗлӳри çитӗнӳсемшӗн» Н.Я.Бичурин ячӗллӗ ордена тивӗçнӗ вăл хăйӗн тӗпчев ӗçӗсемпе. Ентешӗмӗре пур кăмăлтан саламлатпăр, малашне те тăван тавралăхпа çыхăннă истори чаршавне сирме сывлăх, ăнăçу, çитӗнӳсем сунатпăр. Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ пирӗн вулакансене малашне те интереслӗ пулăмсем, çынсем, йăла-йӗрке çинчен çырса кăтартасса кӗтетпӗр.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

И.Степанова архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Ирина Михайловна! Поздравляю от всей души и желаю здоровья и удачи во всем и семейное благополучия