Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Тепӗр ветеран машиналлă пулчӗ

Паян мартăн 7-мӗшӗнче «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗ ятарлă çар операцийӗн ветеранне Дмитрий Иванова алă вӗççен çӳретмелли автомашина пачӗ.

«Пирӗншӗн паян пысăк та яваплă кун. Дима малтанах ятарлă çар операцине хутшăнчӗ. Вăл паттăрлăх тӗслӗхӗ. Эсир Раççей каччисем чи вăйлисем, чи паттăррисем пулнине пӗтӗм тӗнчене кăтартса паратăр», – пӗлтерчӗ Лейла Фазлеева СВО ветеранне автомашина уççине тыттарса.

Дмитрий Иванова Паттăрлăх орденӗпе тата «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» медальпе наградăланине Гузель Удачина каласа хăварчӗ.

«Дмитрий Анатольевич ветеранпа фонд тахçанах ӗçлет. Тӗлӗнмелле хастар та вăйлă çын, сывлăхӗ çирӗпех мар пулсан та спортпа туслă. Паллах, çемье, мăшăрӗ тӗрев пани пысăк витӗм кӳрет. Эпир те сирӗншӗн тӗрек пуласса, эсир те ытти ветерансемшӗн наставник пуласса шанатпăр», – палăртрӗ фонд ертӳçи автомашинăн патшалăх номерне панă май.

Дмитрий Иванов ятарлă çар операцине мобилизацин пӗрремӗш юхăмӗпе кайнă. ‎Заданисенчен пӗрне пурнăçланă чух йывăр аманнă, тухтăрсем урисене çăлса хăварайман. ‎Анчах та çак патвар каччă протезсемпе çӳренине уйăрса та илме çук. Ура çинче çирӗп тăрать. Чунӗ те çирӗп.

«Фонда пысăк тав сăмахӗ калас килет, вӗсем ман валли спортзал тупса пачӗç. Эп халь унта çӳреме пултаратăп. Унччен, сурансем çинчен пӗлсен, занятисене кăмăлсăр илетчӗç. Спорт питӗ пулăшать, мӗншӗн тесен аманнă хыççăн урасем халсăрччӗ, халӗ эпӗ протезсемпе нумай вăхăт хушши тăма тата вăрах утма пултаратăп», – пӗлтерчӗ журналистсене вăл.

Ветеран хӗсметре икӗ çул разведкăра пулни çинчен, ятарлă çар операцийӗнче те çав енӗпех службăра тăнине каласа пачӗ.

«2023 çулта июль уйăхӗнче иккӗмӗш хут амантăм, ун хыççăн ятарлă çар операцине таврăнаймарăм. Госпитальтен тухсанах гуманитари пулăшăвӗ пуçтарма тытăнтăм, çулталăк хушши ăна ятарлă çар операцийӗн зонине хамах çитеретӗп, пӗрле пулнă ачасене пулăшатăп. Йывăрри кунта нимӗн те çук, чи кирли – çакна мӗншӗн тунине ăнланасси кăна», – палăртрӗ вăл.

Дмитрий каланă тăрăх, çар çыннисем питӗ тӗлӗнеççӗ. Йывăр аманнă хыççăн ура çине тăрса вӗсем патне çӳрекен ветеран вӗсемшӗн чăн-чăн тӗслӗх пулнине пӗлтереççӗ.

«Эпӗ хула хӗрринче пурăнатăп, çавăнпа мана машина питӗ кирлӗ», – палăртрӗ вăл.

Алă вӗççӗн çӳретмелли автомашинăпа çӳреме Дмитрий ятарласа вӗреннӗ. Ăна пани тата хастартарах пурăнма пулăшасса шанать ветеран. Ун сăмахӗсемпе хӗрӗ машина панине пӗлсен питӗ савăнӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ ăна тренировкăсене малашне хăйех илсе çӳрӗ.

Йывăр аманса урисене çухатнă ветерансемшӗн ку автомобиль сывлăш пекех кирлипе «Защитники Отечества» фонд çак пуçарупа çӗршыв ертӳçи патне тухнă. Раççей Президенчӗ Владимир Путин тӗрев панăран РФ Патшалăх Думи федераллă закона васкаса тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Ун хыççăн фонд çак категорири СВО ветеранӗсене машинăпа тивӗçтерет.

Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш машинăна пӗлтӗр сентябрь уйăхӗнче Адель Уркунбаева панăччӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО Наши герои 2025 ГодЗащитникаОтечества защитник фонд