Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тӗн пирӗн пурнăçăн тӗнелӗ

Унта саккунсăр сухал янăшăн 5 минималлă ӗç укçи чухлӗ штраф пама пултараççӗ е 15 талăка хупса хума.

Аслă Пăлхар патшалăхӗнче пуçласа ислам йышăннă куна паллă тăваççӗ Тутарстанра майăн 21-мӗшӗнче. Вăл кăçал мӗнле иртесси пирки калама пултараймастăп. Мăсăльмансем пирӗн хушăра нумайăн пурăнаççӗ. Тутарсене исламăн пӗтӗм йӗркине пăхăнаççӗ тесе калаймастăп, пирӗнни пекех, ытларах аслă çултисем туртăнаççӗ тӗн еннелле. Тутарстана куçса килнӗ исламра пурăнакан ытти халăхсен çыннисенче ӗненӳ çирӗпреххи курăнать. Мечӗтре вырăн пулмасан урамра кукленсе лараççӗ Хăрпанпа Уразара.

Пӗрре Хусана таврăннă чухне çул çинче тутар ялӗ тӗлӗнче сасăласа тăракан мăсăльман тумӗллӗ вăтам çулсенчи хӗрарăма лартрăм. Тӗн çыннисене пулăшни – садака пекех вӗт. Çул вăрăм-ха, калаçу çăмхине пуçлас килет. Тӗлӗнмелле, анчах та вырăсла тап-таса калаçакан çын пулчӗ манăн пассажир, сăнӗпе вара хӗвелтухăç енчи пулни сисӗнет.

  • Хусанта пурăнатăр-им?
  • Çук, ӗçе каятăп.
  • Сирӗн тӗнӗрпе ӗçлеме юрать-и вара?
  • Упăшка ирӗк парсан юрать. Эпир Таджикистанран.
  • Эпӗ ăнлантăм кунтан маррине. Вырăсла таса калаçатăр-çке?
  • Манăн аннепе атте учительсем. Анне Бухара узбечки, атте таджик. Рабочи послеокра пурăнаттăмăрччӗ. Унта халăхсем енчен винегрет. Эпир вырăсла кăна калаçнă та. 1992 çулта унта граждан вăрçи пуçлансан эпир шăпах шкул пӗтермеллеччӗ. Атестат та илсе ӗлкӗреймерӗм. Эпир шкула çӳрекен автобуса çар çыннисене турттарма туртса илчӗç. Ахăрсамана пуçланчӗ. Тутарстанра пурăнакан тăвансем патне куçса килмесен мӗн пулатчӗ-тӗр, пӗлместӗп.

Пулас мăшăрпа кунта паллашрăмăр. Вăл ӗç мигранчӗ. Тӗрӗссипе каласан, унпа пурăнма тытăнсан çӗнӗрен таджикла калаçма вӗренме тытăнтăм. Тăвансем пурăнакан Хусан çывăхӗнчи районти ялта çурт туянтăмăр. Пиллӗкмӗш ачапа лараттăмччӗ, ӗçе тухма тиврӗ.

  • Упăшкăр мӗнле ӗçлеме ирӗк пачӗ вара?
  • Тӗрӗссипе таджиксен çемйинче пӗтӗммипе упăшки тивӗçтермелле. Унăн тупăшӗ пысăках мар çав. Манăн та ӗçе тухма тиврӗ.
  • Сирӗн тумăр мăсăльманла пулнипе ӗçре е ытти çӗрте çынсем хăррăн пăхмаççӗ-и?
  • Кунта эп ун пеккине асăрхамастăп. Ман хӗрсем те пурте шкула-мӗне çакăн пек явлăк çыхса çӳреççӗ.
  • Вăл табу мар-тăр?
  • Мӗнле калас, пирӗн çемьере çапла йышăннă. Анчах та Таджикистанра хиджабсемпе кӗрешеççӗ. Патшалăх учрежденийӗсенче тата шкулсенче ăна тăхăнма юрамасть.
  • Мӗнле апла?
  • Темиçе çул каялла Таджикистанра ятарлă саккунсем те йышăннă. Унта хӗрарăмсене урамра мӗнле тăхăнса çӳремеллине ăнлантарса панă. Инструкцисем тăрăх вӗсен урамра килти тумпа çӳреме юрамасть. Таджикистан ислам çӗршывӗ пулсан та, хиджабсем тăхăнса ислам тутăрӗсем çыхса çӳрени наци культурине пăсни пулать. Çапларах пирӗн влаçрисем радикаллă исламизм юхăмӗсемпе кӗрешеççӗ. Унта халӗ ислам тутăрӗ çыхса çӳренӗшӗн те, сухал янăшăн та налог тӳлемелле. Çапла. Йӗркене çирӗп пăхăнмалла унта. Мӗншӗн тесен çул çинчи ӳтне сутса тăракн хӗрсем те «ӗçе» хиджаб тăхăнса тухма пуçланă имӗш.  

Халӗ Таджикистанра сухалпа е мăсăльман тутăрӗпе çӳрес тесен çулталăкне 250 сомони тӳлемелле. Пӗр сомони – 7,2 тенкӗпе танлашать. Çакăншăн тӳленӗ çынсене вырăнти Шалти ӗçсен министерствин уйрăмӗ ятарлă сертификат парать. Саккунсăр сухал янăшăн 5 минималлă ӗç укçи чухлӗ штраф пама пултараççӗ е 15 талăка хупса хума. Ирӗксӗрлесе сухал хыртарма илсе каякан комиссисем çӗршывра тăтăшах рейда тухаççӗ.

  • Историрен астăватăр пулӗ, пирӗн çӗршывра та Петӗр патша 1698 çулта сухал налогӗ кӗртнӗ. Вăл пуянсене Европа модине хăвăртрах хăнăхтарасшăн пулнă.  
  • Вăтам ӗмӗрсене каялла таврăнтăмăр эпир СССР-тан тухсан. Пуçлăх ӗнтӗ 30 çул патшара ларать. Çӗршывра унăн тăванӗсем кăна аван пурăнаççӗ пулмалла. Ыттисен çуклă-пурлă пурнăç. Çавăнпа нумайăшӗ кунталла килеççӗ те.  
  • Çӗнӗ çул уявлаççӗ-и унта?
  • 2013-2017 çулсенче официаллă майпа чарнă пулнă çак уява паллă тума. Муфтият Григориански календарьти Çӗнӗ çула христианствопа çыхăннипе, ислам канонӗсене хирӗçленипе кăмăлсăр пулнă. Халӗ аплах чармаççӗ те, кунти пек шавлă иртмест вăл. Пирте тӗн уявӗсем хисепре.
  • Эсир хăвăр уявлатри кунта Çӗнӗ çула?
  • Сирӗн пекех мар. Пирӗн çемьешӗн Навруз çывăхрах.
  • Таджикистанра пенси тӳлеççӗ-и хăть ваттисене?
  • Ячӗшӗн. Минималка 180 сомни. Вăтам пенси 300. Ку вăл Раççей укçипе 2 пинрен кăштах иртет. Атте, 40 çул шкулта ачасене вӗрентрӗ, сирӗннипе 3000 тенкӗ пенси илетчӗ. Пӗлтӗр пытартăмăр.
  • Аннӗр çавăнтах пурăнать-и?
  • Çапла. Ун патне çулталăка пӗрре е икӗ çула пӗрре кайса килме май тупатпăр.

Пӗлтӗр хӗрсем унти саккунсенчен тӗлӗннӗскерсем, кукамăшӗ ӳкӗтлесен те: «Хăть арестлеччӗр, пурпӗр урамра явлăксене хывмастпăр», – терӗç. Мăнаçлантараççӗ.

  • Эсир вӗсене ятарласа ислам тӗнӗнче воспитани паратри?
  • Мӗн начарри пур вара унта? Ислам хӗрарăма чыса упрама, кил ăшшине йӗркелеме, ачасене пăхса ӳстерме, упăшкана хисеплеме, сапăр пулма вӗрентет. Хӗрсене таджиксенех качча парас ӗмӗтӗм пур. Ун пек пулаймасан, мăсăльмансăр пуçне урăх мăшăр суйламӗç те вӗсем тесе шутлатăп. Тӗн пирӗн пурнăçăн тӗнелӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев