Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ТР Раисӗ Рустам Минниханов тутарстансене патшалăх наградисемпе чысларӗ

Патшалăх наградисене тивӗçнисен хушшинче чăвашсем те пулни уйрăмах савăнтарать. Кăçал республика ертӳçин аллинчен чи пысăк наградăсене илме ӗç ветеранӗ Анатолий Самаренкин тата «Татавтодорăн» уйрăм пуçлăхӗ Сергей Порфирьев пулчӗç.

Паян, декабрӗн 25-мӗшӗнче, Хусан Кремлӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов Раççей Федерацийӗпе Тутарстан Республикин патшалăх наградисене тивӗçнӗ 53 çынна чысланă.

Рустам Минниханов Тутарстан Раççей Федерацийӗн тӗрев регионӗ пулнине палăртса хăварнă. Çуллен республика социаллă-экономика, инфраструктура тата инвестицилле проектсем пурнăçлать. «Лару-тăрăва пăхмасăрах экономика кăтартăвӗсене ӳстерме пултартăмăр. Раççей Президентне Владимир Путина тата çӗршыв Правительствине пире пур енлӗ пулăшу парса тăнăшăн тав тăватпăр. Паллах, республика аталанăвне паян залра пуçтарăннисенчен кашни пӗлтерӗшлӗ тӳпе хывнă», — тенӗ ТР Раисӗ. 

Республика ертӳçи хăй сăмахӗнче çӗршыва тулашран хӗсӗрлеме пăхнă лару-тăрура та амбицилле проектсене пурнăçа кӗртесси ăнăçлă йӗркеленсе пынине, йывăрлăхсем халăха чăмăртанма пулăшнине палăртнă. Рустам Минниханов ‎Тутарстан çыннисемпе, уйрăмах ятарлă çар операцине хутшăнса тăван çӗршыва хăйсен пурнăçне шеллемесӗр хӳтӗлекенсемпе, унăн тăнăçлă пуласлăхӗшӗн кӗрешекенсемпе, мăнаçланнине пӗлтернӗ.

Патшалăх наградисене илнисен хушшинче тӗрлӗ предприятисемпе организацисен представителӗсем тата тӗрлӗ сфера ӗçченӗсем пулчӗç. 

Раççейре Педагогпа вӗрентекен çулталăкне пӗтӗмлетнӗ май пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисемпе аслă шкулсен представителӗсен хушшинче те нумайăшӗ патшалăх наградине тивӗçнӗ. ТР Раисӗ вӗрентекен ӗçне пысăк хак парса шăпах педагогсенчен çӗршыв пуласлăхӗ килнине палăртнă. 

Патшалăх наградисене тивӗçнисен хушшинче чăвашсем те пулни пире уйрăмах савăнтарать. Кăçал республика ертӳçин аллинчен чи пысăк наградăсене илме нумай çулсем хушши «КАМАЗ» ПАО генеральнăй директорӗн çумӗнче, «КАМАЗ» предприятин Хусанти представительствин директорӗнче ӗçленӗ ӗç ветеранӗ Анатолий Константинович Самаренкин тата «Татавтодор» уçă акционерă обществăн çул-йӗр строительствин машинисемпе транспорчӗн уйрăм пуçлăхӗ Сергей Юрьевич Порфирьев пулчӗç. Сергей Порфирьев Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вырăнти вăтам шкултан вӗренсе тухсан Хусанти авиаци институтӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Çамрăк специалист ӗç карьерине тăван районта пуçланă, кайран çемйипе Хусана куçса килнӗ. Ӗçре пысăк кăтартусем тунăшăн тата 2013 çулта иртнӗ Универсиадăна пысăк тӳпе хывнăшăн Сергей Порфирьева 2015 çулта Хусан хулин медалӗпе чысланă. Кăçал акă тата пысăкрах наградăна тивӗçрӗ ентешӗмӗр. Саламлатпăр вӗсене!

Рустам Минниханов ӗç ветеранӗсене, заводра, нефть кăларассинче ӗçлекенсене, строительсене, медицина, ял хуçалăх, банк сферин ӗçченӗсене, тӗн представителӗсене чунтан тав тунă: «Сиртен кашни хăй ӗçӗпе, таланчӗпе чыс-хисепе тивӗçлӗ», — тенӗ ТР Раисӗ. 

Тӗлпулăва вӗçлесе республика ертӳçи çитес çул наукăпа технологи аталанăвӗн çулталăкӗ пек иртнине асăннă. «Пирӗн умра пысăк задачăсем тăраççӗ: халăхсен хушшинчи анлă мероприятисем, пӗлтерӗшлӗ обществăлла политика пулăмӗсем, Раççей Президенчӗн суйлавӗ пулмалла. Шанатăп, тутарстансем тӗрӗс суйлав тăвасса. Пӗрле тăрăшса ӗçлесен эпир чи пысăк çитӗнӳсем тума пултаратпăр», — тенӗ Тутарстан Раисӗ. 
Ирина ГОРДЕЕВА. 
Сăнӳкерчӗксем rais. tatarstan. ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственные награды