Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Турхан çитмӗлте пулсан эпир миçере вара?

Редакци алăкӗ уçăлсан малтан унăн кӗреçе сухалӗ курăнать, унтан хăй кӗрсе тăрать

Эп астăвасса Турханăн ялан сухалӗ пурччӗ. Хусанта ăна пӗрремӗш хут 1995 çулта педуниверситета вӗренме кӗнӗ чухне куртăм. Экзамен йышăнать абитуриентсенчен кӗреçе сухаллă куçлăхлă арçын. Тепӗр экзаменаторпа, Борис Борленпа иккӗшӗ час-часах пирӗн çине пăхса (хăш-пӗр ыйту çине хурав парайманнисем пирки пулмалла ӗнтӗ) «Ешӗл хунав. Ешӗл хунав» теççӗ. Пирӗн ялта ун пек калаçнине илтмен эпӗ, ăçтан-тăр кӗнекерен илнӗ фраза. Шутланăччӗ ун чух, «Ку писатель пуль ӗнтӗ, сăнӗпе Шупуççынни пекех...» тесе.

Каярах, «Сувара» студент пурнăçӗ çинчен пӗрремӗш тӗрленчӗксене кая-кая пара пуçласан, ăна куркалаттăм редакцире. Евгений Андреевичпа çывăхрах паллашни çавăнта пулчӗ-тӗр. Пӗршухăшлисен террариумӗ Хусанта кӗрлесе тăратчӗ ун чух. Çын нумай, ларма вырăн çук, хаçат нушисем сахал марччӗ. Чӗлхене лайăх пӗлекенсем, хăйсем каларăш «çивчӗ» чухлакансем ун чухне редакцире нумайччӗ: Виталий Елтов, Геннадий Сорокин, Евгений Турхан, Александр Мокин – кадр дефицичӗ çук. Эпир, студентсем тата хӗсӗнетпӗр. Ăстасем шав тавлашатчӗç вăл е ку сăмах майлашăвне текстра мӗнле çырасси пирки. Анатрисемпе турисен пуплев хирӗçтăрăвне куçнă пек туйăнатчӗç хăш чух çак тӗрӗслӗхе шыранă ӗçлӗ самантсем. Патăрьелӗнчи хаçатра ӗçленӗ опытлă Турханăн сăмахӗ час-часах çиеле тухатчӗ. Çитменнине вăл ун чух «Казанские ведомостинче» юлашки çын мар, «Сувара» та çыркаласа пулăшать. Мана калавӗсенчен ытларах унăн сăввисем килӗшеççӗ. Хăшӗсем ытарлăхӗпе тата сăнарлăхӗпе куç умне çуркунне çеçке саракан улмуççисене кăларса тăратаççӗ.  

Чӗлхе туйăмӗ ăна ашшӗнчен куçнă пулмалла. Тарăн пӗлет. Çыравçă-Турхансен династине малалла тăсса вăл вырăсла тата чăвашла романсемпе повеçсем çырчӗ, сăввисен шучӗ те çук – садри йывăç çинче çакăнса тăракан хӗп-хӗрлӗ панулмисене аса илтереççӗ. Кашнийӗнче пурнăç сӗткенӗ, тути. Кӗнекисем те сахал тухмарӗç. Ашшӗпе пичӗшӗсен ретне кӗртме пулать çак пултаруллă çынна.   

Шӳтлеме тесен вара – Турхана хуса çитекен çук. Хушăран Хусанкай пек туя çине таянса çӳрет пулсан та, кулăш дистанцийӗнче вăл сана самай хыçала хăварать. Евгений Андреевич хăй килӗнче халăх юморӗн арчине упранăн туйăнать хăш чухне. Вырăсла куçарсан, тен ун пекех кулăшла та пулса тухмаççӗ пулӗ Ахманейпе Кукша Кӗркурин пурнăçран илнӗ мыскарисем. Хăш чух кӗрекере ларнă чухне Турхан шӳтлеме пуçласан вара – хырăм хытать. Кӗркунне йывăçран тăкăнакан пылак çимӗçсем пек шăпăртатаççӗ анекдотсем. Чеен кулса илет те, Турхан малалла кусалантарать юмах çăмхине. Кулăш туйăмӗ вăл çыннăн ăс-хакăлӗ пуян пулнине çирӗплетекен япала. Ăна хаклама пӗлмелле.  

Çапла, нумай çул пирӗнпе юнашар утса пырать Евгений Турхан, пенсие тухсан та пăрахмасть, çырать, сухалӗ шуралчӗ пулсан та. Редакци алăкӗ уçăлсан малтан унăн кӗреçе сухалӗ курăнать, унтан хăй кӗрсе тăрать. Кама мӗнле-тӗр, мана çакă тахçан «Хыпар» никӗслевçи Николай Никольский «Хӗрлӗ ялав» редакцине шахмăтла выляма килсе çӳренине аса илтерет.

Евгений Турханăн лирикăлла сăввисенчен пӗринче ак çакăн пек йӗркесем пур:

«Эх, вăхăт, вăхăт... Шухă çил уларӗ

Шухăшсене таçта сапаличчен.

Анчах хӗм питлӗ панулми сăнарӗ

Ман асăмран тухмарӗ çак кунччен...» 

Яшлăхне аса илсе çырнă тарăн шухăшлă сăвă «Панулми» ятлă. «Шурăмпуçра» пичетленӗччӗ. Унта автор пиçсе çитнӗ панулмипе çитӗннӗ хӗр сăнарне танлаштарать. Вăйлă çырнă. Мана вăл поэзи тӳпи пекех туйăнать.

Турхан – вырăсла князь. Çавсен йăхӗнчен пулмалла вӗсем. Пуян Турханăн Хусанти икӗ пахчинче те панулми йывăççисем нумай. Черетпе чечеке ларса чертпе ӗлкӗреççӗ вӗсем. Çак вăхăтра ун патне хăнана килсен рай пахчине лекнӗ пек туйăнать. Вăл хăй те шăпах улмуççи чечекре ларнă вăхăтра, майăн 19-мӗшӗнче çуралнă. Юбилейпе сана, шурсухал!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев