Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Тутарстан чăваш пики – 2018» кам пулӗ?

Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики - 2018» республика конкурсӗ пулать. Сумлă та чыслă ятшăн кăçал унта Аксу, Элмет (2 хутшăнакан), Павлă (2), Пăва, Хусан, Нурлат, Теччӗ, Çӗпрел (2), Элкел районӗсен хӗрӗсем тупăшӗç. Конкурсанткăсем Хусана мартăн 5-мӗшӗнчех килчӗç. Çак кунран тăтăш репетицисем, фотосессисем пуçланчӗç. Конкурс дирекцийӗнчен пӗлтернӗ тăрăх,...

Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики - 2018» республика конкурсӗ пулать. Сумлă та чыслă ятшăн кăçал унта Аксу, Элмет (2 хутшăнакан), Павлă (2), Пăва, Хусан, Нурлат, Теччӗ, Çӗпрел (2), Элкел районӗсен хӗрӗсем тупăшӗç.

Конкурсанткăсем Хусана мартăн 5-мӗшӗнчех килчӗç. Çак кунран тăтăш репетицисем, фотосессисем пуçланчӗç. Конкурс дирекцийӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, тӗрлӗ тапхăрсем валли хатӗрленнисӗр пуçне хӗрсемпе психолог та ӗçлет, тӗрлӗ тренингсем ирттерет. Ку ушкăнра пӗр-пӗрин хушшинче конкуренци пулсан та, вăл сывă пулмаллишӗн кирлӗ, тӗрлӗ районсенчен пуçтарăннăскерсене хăвăртрах пӗр чӗлхе тупмашкăн та. Мероприятие йӗркеленӗ çӗре ЧНКА ӗçтăвкомӗн пайташӗсем, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳрекен çамрăксемпе «Аталан» пӗрлӗхӗн пайташӗсем активлă хутшăнчӗç.

«Тутарстан Чăваш пики - 2018» конкурс «Чăваш хӗрарăмӗн пӗлтерӗшӗ» темăпа иртет. Çавна май, мероприятие чылай çӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. «Пурне те конкурса пырса курма чӗнетӗп. Килӗр, интереслӗ пулӗ», - терӗ дирекци ертӳçи Сильвия Чаркина.

Мероприяти Хусан, Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт адреспа 15.00 сехетре пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев