Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗпе!

Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗ ячӗпе чӗнсе калани

 Хисеплӗ тутарстансем!

Хаклӑ ентешсем!

Сире чӗререн Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлатӑп. Тутар АССРӗн 100-ҫуллӑхӗн ҫулталӑкӗнче пирӗн Тӗп законра ҫирӗплетнӗ республикӑри нумай нациллӗ халӑх кӑмӑлне палӑртакан никӗсри нормӑсем уйрӑм тытӑмпа тулаҫҫӗ.
Нумай ҫул хушши Конституци граждансен прависене хӳтӗлет, социаллӑ пурнӑҫри тата экономикӑри ҫитӗнӳсен никӗсӗ пулса тӑрать, патшалӑх влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн ӗҫне йӗркелесе пырать.
Республикӑри пуҫарусене тӗрев панӑшӑн эпир федераллӑ ертӳҫӗсене, ҫӗршыв Президентне В.В.Путина тав тӑватпӑр.
Паянхи Тутарстан – вӑйлӑ аталанса пуласлӑха ӑнтӑлакан регион, пирӗн экономикӑра, социаллӑ пурнӑҫпа культурӑра амбициллӗ плансем.
Республика Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх хӑватне ҫирӗплетессинче тӗрев пулса тӑрать.
Тутарстан Конституцийӗ общество хутшӑннӑвӗсене аталантарассинче паллӑ вырӑн йышӑнать. Мӗн пур национальноҫсен тата социаллӑ ушкӑнсен танлӑхне  республикӑн Тӗп законӗнче ҫирӗплетнӗ, ҫакӑ унӑн обществопа политика тӑнӑҫлӑхӗн никӗсӗ пулса тӑрать.
Хисеплӗ юлташсем, сире ӗҫре ҫитӗнӳсем тума хавхалану, ырӑ сывлӑх, телей тата ӑнӑҫу сунатӑп!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев