Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тутарстанăн чи хитре чăваш пики хальхинче Элметрен

«Тутарстан чăваш пики - 2018» республика конкурсӗ мартăн 10-мӗшӗнче Хусанта Халăхсен Туслăх çуртĕнче иртрӗ. Тӗп титулшăн хальхинче Хусан хулипе районсенчен 13 хӗр тупăшрӗç. Сăмах май, кăçалхи конкурс шучӗпе 9-мӗш пулчӗ. Ăна яланхи пекех пултаруллă çамрăксем Дмитрий Глуховпа Джулия Максюткина ертсе пычӗç. Йӗркелӳçӗсем маларах шантарнă пекех, çӗнӗлӗхсем нумай пулчӗç. Çапах та...

«Тутарстан чăваш пики - 2018» республика конкурсӗ мартăн 10-мӗшӗнче Хусанта Халăхсен Туслăх çуртĕнче иртрӗ. Тӗп титулшăн хальхинче Хусан хулипе районсенчен 13 хӗр тупăшрӗç. Сăмах май, кăçалхи конкурс шучӗпе 9-мӗш пулчӗ. Ăна яланхи пекех пултаруллă çамрăксем Дмитрий Глуховпа Джулия Максюткина ертсе пычӗç. Йӗркелӳçӗсем маларах шантарнă пекех, çӗнӗлӗхсем нумай пулчӗç. Çапах та конкурсăн тӗп темине чăваш хӗрарăмне халалланăччӗ.

Йăлана кӗнӗ «Хăйсемпе паллаштарни», «Пултарулăх», « Чăваш апачӗ», « Ăс-хакăл» тапхăрсемсӗр пуçне кăçал тата тепӗр тапхăр хушнăччĕ. «Анне, сана юратса...» ятлăччӗ вăл. Конкурсанткăсем ку тапхăрта амăшӗсене хăйсем мӗнле юратнине чи çепӗç сăмахсем каласа парне памаллаччĕ. Хӗрсем пурте тăрăшса хатӗрленни конкурсăн кашни тапхăрӗнчех курăнчĕ. Тӗслӗхрен, пултарулăх пайӗнче юрă-ташăсăр пуçне чăваш тата вырăс классикӗсен «Нарспи», «Евгений Онегин» поэмисен сыпăкӗсене пăхмасăр илемлĕ вулакансем те пулчӗç. Конкурсанткăсен çаплах модель пулма та тиврӗ. Вӗсем Валентина Яллина предприниматель сутакан çурхи пальто коллекцине кăтартрӗç.

Палăртса хăварар, «Тутарстан чăваш пики» конкурс дирекцине кăçалхи конкурса йӗркелесе ирттерме Тутарстан Халăхсен Ассамблейи, Тутарстан Халăхсен Туслăх çурчӗ, ТР ЧНКА , «Кӗмӗл Чăваш Ен» кӗмӗл эрешсем хатӗрлекен пӗрлешӳ, «Faberlik» парфюмерипе косметика компанийӗ, Хусанти «Амелия» чечек салонӗпе «Твой стиль» косметика салонӗ, ТР ЧНКА пайташӗ Ирина Трифонова, Валентина Яллина, Алексейпе Андрей Юнусов предпринимательсем пулăшрӗç. Конкурсăн хисеплӗ хăни вара «Дакар» ралли-марафонра темиçе хутчен те тӗнче чемпионӗ пулнă «Камаз-мастер» командăн штурманӗ, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулчӗ.( Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ).

Пикесен конкурсне çаплах пӗчӗк çăлтăр, «Тутарстан - пирӗн кил» фестиваль-конкурсăн лауреачӗ София Чаркина, Пăва районӗнчи Рункă каччи Алексей Сунейкин, Аксу пики Вера Кожеманова юрласа илем кӳчӗç. «Олимп» спортклуба çӳрекен, республика, тӗнче шайӗнче палăрма ӗлкӗрнӗ çамрăк чăваш спортсменсемпе Егорпа Никита Елисеевсемпе те паллашма май пулчӗ.

Конкурсăн кашни тапхăрӗнчех хӗрӳ тупăшу пычӗ хӗрсен. Çавăнпа çӗнтерӳçӗсене палăртма жюрие хальхинче те пӗрре те çăмăл пулмарӗ-тӗр. Жюри канашланă вăхăтра куракансене Шупашкарти «Ярды» фолк ушкăн хитре юрăсем юрласа савăнтарчӗ.

Тинех çитрӗ кӗтнӗ самант. Жюри самай канашланă хыççăн кăпăк пек шурă кӗпеллӗ конкурсанткăсем пурте сцена çине тухрӗç. Çав самантра вӗсен кăна мар, куракансен те чӗри пӗр хушă тапма чарăнчӗ-тӗр. Чи малтан номинацисен çӗнтерӳçисене палăртрӗç. Вӗсем:

«Сапăр пике» - Регина Сеслюкова (Çӗпрел, Хулаçырми);

«Йăл кулă» - Милена Скобелева (Элмет районӗ, Чăваш Сиреньел);

«Сатур пике» - Диана Мердюкова (Çӗпрел, Кивӗ Чакă);

«Илем пике» - Екатерина Тюплина (Пăва районӗ, Мăкăр);

«Çепӗç пике» - Эльвина Фаррахова (Павлă районӗ, Потап-Тăмпăрлă);

«Илӗртӳллӗ пике» - Анастасия Илюхина (Хусан);

«Хӳхӗм пике» - Карина Туктамышева (Элмет районӗ, Клемтел);

«Ăс-хакăл пике» - Александра Краснова (Çарăмсан районӗ, Акрель);

«Тарават пике» - Кристина Кузнецова (Теччӗ районӗ, Çармăс);

«Кӗмӗл саслă пике» - Екатерина Осипова (Нурлат районӗ, Якуркел);

«Чи килпетлӗ (стильная) пике» - Анастасия Дмитриева (Павлă районӗ, Васькино-Туйраллă);

«Куракансем кăмăлланă пике» - Юлия Еликова (Элкел районӗ, Чăваш Пăрнайӗ).

ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗ «ВКонтактери» ушкăнӗнче кăçалхи конкурсанткăсен сасăлавне йӗркеленӗччӗ. Сасăлав конкурс иртнӗ кун кăнтăрла 12 сехетре вӗçленчӗ. Çак темиçе кунра 30 пин çын кӗнӗ унта, 15 пинӗ хӗрсемшӗн сасăланă. Чи нумай сасă пухса «Интернет пике» номинацие Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел хӗрӗ Анна Тихонова тивӗçрӗ. Çапах та тӗп интрига малта пулчӗ-ха. Жюри пӗр саслăн пулса «Сар пике» номинацие (III вырăна) - Регина Сеслюкова; «Маттур пике» номинацие (II вырăна) Анна Тихонова çӗнсе илнине палăртрӗ. Тӗп титула вара Карина Туктамышева тивӗçрӗ. Çӗнтерӳçӗсене спонсорсем хаклă парнесем парса чысларӗç.Çапла хаваслă та асра юлмалла иртрĕ 9-мĕш конкурс.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев