Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Уяв ячӗпе, хаклӑ туссем!

Тутарстан Республикин Президенчӗ Р.Н. Минниханов Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлани

Хисеплӗ тутарстансем! Хаклӑ ентешсем!

Сире Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗпе чӗререн саламлатӑп!
Ҫак чӑн халӑх уявӗн куҫми пӗлтерӗшӗ унӑн ятӗнченех паллӑ. 1612 ҫулта Мускава ют ҫӗршыв интервенчӗсенчен тасатнине, смутӑна пӗтернине уявланин историйӗ виҫҫӗр ҫултан та иртет. Вӑл пирӗн нумай нациллӗ халӑха пӗрлештерекен символ пулса тӑрать.
Ҫак уяв хӑйӗнче гражданлӑхпа патриотизмӑн сӳнми идеалӗсене, кӑмӑл-сипет ӳсӗмӗпе чӑн пахалӑхсене хакланине пӗрлештерсе пире хамӑр ҫӗршывӑн историйӗпе культурине, унӑн тӗн тата общество йӑлисене хисеплеме вӗрентет.
Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне уявлани Хусан Турӑ Амӑш турӑшӗн кунне паллӑ тунипе пӗр килни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫак турӑша тытса Дмитрий Пожарский кнеҫ ирӗке кӑларнӑ Мускава кӗнӗ.
Тутарстансем пӗрле пулнине тата мирлӗ аталанӑва тӗпе хурса пурӑннине аваллӑхӑн тӗлӗнмелле палӑкӗсене –Пӑлхарпа Свияжска чӗртни, Богородицки мӑнастырӗнчи Хусан Турӑ амӑш турӑшӗн соборне, Пӑлхарти Ислам академине туни ҫирӗплетеҫҫӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул, Тутар АССРӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ йышлӑ мероприятисем пысӑк патриотизм туйӑмӗпе тулчӗҫ. Эпир вӑрҫӑри паттӑрлӑха астуса хисеплетпӗр тата тутарстансем Тӑван ҫӗре паян атслантарасшӑн пулнипе мӑнаҫланатпӑр. Паян, пирӗн ҫӗршыв ҫӑмӑлрах мар чӑрмавсемпе тӗлпулнӑ вӑхӑтра, нацисем тата конфессисем хушшинчи тӑнӑҫлӑха, граждансен килӗшӳлӗхне упрани кирлӗ. Ҫакна тума Тутарстанри Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ те пулӑшмалла.
Шанатӑп, патшалӑхпа обществон пӗрле тӑрӑшсан, эпир тӑван республика аталанӑвӗшӗн чи хӑюллӑ плансене пурнӑҫа кӗртеетпӗр.
Сире пурне те оптимизм, ырӑ сывлӑх, телей тата ӑнӑҫу сунатӑп!

 Уяв ячӗпе, хаклӑ туссем! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев