Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!

Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.

Хаклă мăшăра, аннене юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Кун-çулăн анлă сукмакӗпе малашне те вашаватлăн, мал ӗмӗтпе утма юман пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, сурпан пек вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Пурнăçу ялан ăнса пытăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ хăвна юратакан çынсенчен ан татăлтăр. Чунупа ялан çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр тата нумай-нумай çул пурăн. Эпир сана çав тери хытă юрататпăр!

Юбилей ячӗпе саламлатпăр чунтан,

Шутлани пурнăçа кӗрсе пытăр ялан.

Çирӗп сывлăх, хастарлăх сунар чӗререн,

Татăлма ан пӗлтӗрччӗ укçа енчӗкрен.

Килӗшӳ, юрату хуçаланччăр килте,

Çуркунне чечеклентӗр ялан чӗрӳнте.

Мăшăрӗ, ывăлӗ тата хӗрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X