Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Валентина Васильевна ПРОВОРОВА çуралнă кунне паллă тăвать

Хаклă тăванăмăра çуралнă кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!

Пăва районӗнчи Хирти Кушкă ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар районӗнчи Осиново поселокӗнче пурăнакан Валентина Васильевна ПРОВОРОВА октябрӗн 16-мӗшӗнче çуралнă кунне паллă тăвать. Теччӗри педучилищӗне пӗтернӗ хыççăн нумай çул Хусанти шкулта ачасене вӗрентнӗ. Валентина Васильевна питӗ ырă кăмăллă çын. «Сувар» хаçата юратса вулать. Кашни тăванӗн çуралнă кунне астуса тăрать, кашниншӗн кулянать. Хаклă тăванăмăра çуралнă кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Иксӗлми вăй-хал, çирӗп сывлăх, сурпан пек вăрăм ӗмӗр, тулли телей сунатпăр, ачупа, мăнукусемпе савăнса нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр. Питӳ çинчен йăл кулă ан кайтăр, ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. 

Вăрăм пултăр санăн ӗмӗрӳ,

Таптăр вăй-халу ялан хӗрӳ.

Хурçă евӗр пултăр сывлăху,

Телейпе çуталтăр кун-çулу.

Мăшăрӗ Геннадий, ывăлӗ Дмитрий, мăнукӗсем Илюшăпа Кирилл, шăллӗ Юра, кинӗ Катя, аппăшӗ Шура, йыснăшӗсем Гена тата  Виталий, пӗртăванӗсен ачисем – Наталья, Игорь, Оксана, Надежда, Сергей, Ирина, Василий, Мария тата мӗнпур тăванӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: поздравление