Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Васильевсен 50 çул пӗрле пурăнаççĕ

Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче пурăнакан Тамара Николаевнăпа Владимир Николаевич ВАСИЛЬЕВСЕНЕ пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа октябрь уйăхӗн 14-мӗшӗнче 50 çул çитнӗ ятпа ăшшăн саламлатпăр!

Сире кӗреш юман пек çирӗп сывлăх, тулăх пурнăç, тулли телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатпăр. Хуйхă-суйхă сиртен аякран пăрăнса ирттӗр, ӗмӗтӗрсем пурнăçа кӗрсе пыччăр. Нумай-нумай çул пире савăнтарса пурăнмалла пултăр!

Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗх,

Ăмсанатпăр чӗререн сире.

Çут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ

Çӳçӗрсем çинче выртать тӗтре.

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,

Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.

Сиртен хаклă çынсем урăх çук тӗнчере,

Сирӗн çутă сăнарăр пирӗн чун-чӗрере!

Салампа ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗпе кӗрӳшӗ, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗ тата мӗнпур тус-тăванӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: поздравление