Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ватă çынсен пенсийӗ питӗ майӗпен ӳсет

Пирӗн çӗршывра кăна-ши çаккăн пек ăнланма йывăр йӗрке: пенсие ӳстерсен тӳрех лавккари хаксем ӳсме тытăнаççӗ

Тутарстанри вăтам пенси калăпăшӗ 14 пин те 600 тенкӗпе танлашать. Çакнашкал кăтартусене ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра ТР Ӗçпе ӗçлӗх мнистрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Эльмира Зарипова илсе кăтартнă.  

«Пирӗн пенсионерсен тӗп тупăшӗ, паллах, пенси тивӗçтерӗвӗ пулса юлать. Пӗтӗмӗшле пирӗн ватлăхпа парăнакан пенсие 987 пин çын илет, пенсин вăтам калăпăшӗ 14641 тенкӗ», – тесе палăртнă спикер.

Шухăшлаттаракан кăтартусем. Мартран сентябрь уйăхӗ таранччен ӗçсӗр ларакансене пурне те 12300 тенкӗ пособи тӳлеме пуçларӗç те Тутарстанра ӗçсӗррисеншучӗ геометрилле прогрессипе ӳсе пуçларӗ. Ку вӗт пурте ӗç çухатнă çынсем мар. Вӗсен хушшинче официаллă ӗçе кӗмесӗр конвертпа укçа илекенсем чылаях. Ахальтен мар пандемиян сăлтавсăр урама тухма юраман вăхăтӗнче лавкасенче эрех-сăра нумай сутăна пуçларӗ. Марий Эл тата хăш-пӗр ытти регионсен Пуçлăхӗсен хушăвӗпе хаяр шӗвексене лавкасенче 14:00 сехетрен пуçласа 18:00 сехетчен çеç сутма юратчӗ.   

Ӗç биржине тăнă республикăри 78 пин çынран, ман шутпа, сахалтан та çурри икӗ ӗне çиллине ӗмекен пăрусем. Вӗсемпе, вăйпиттисемпе танлаштарсан, 14 пин те 641 тенкӗ пенси илекен ватă мӗскӗн пекех курăнать. Пӗтӗм пурнăçӗ тăршшӗ, 30-шар, 40-шер çул вăй хурса тăрăшнăшăн ӗçсӗрлӗх пирки парăнакан пособирен кăшт кăна нумайрах пенси тӳлени – ман шутпа – этеме мăшкăллани çеç. Çитес çула пенсие темиçе процента индексацилени те лару-тăрăва ытлашши улăштараймӗ.

Зарипова аса илтернӗ тăрăх, Тутарстанра 2021 çул валли пенсионерăн пурнас минимумне палăртнă. Вăл 8232 тенкӗпе танлашать.

Комментарисем пӗтрӗç...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев