Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Владимир Николаевич НИКОЛАЕВА 85 çул çитнӗ ятпа!

Чи çывăх та хисеплӗ йыснана Владимир Николаевич НИКОЛАЕВА пысăк юбилейпе – çуралнăранпа 85 çул çитнӗ ятпа ăшшăн саламлатпăр!

Вăл Теччӗ районӗнчи Чăваш Чураппан ялӗнче çуралнă, хальхи вăхăтра çемйипе Елабуга районӗнчи Аслă Елово ялӗнче тӗпленсе пурăнаççӗ. Юбилярăн педагогика стажӗ 40 çул ытла, çавăн çуррине вăл шкул директорӗнче тăрăшнă. Шанса панă ӗçсене ялан чунне парса, тӗплӗн пурнăçласа пынă. Яланах малти ретре пулнă, лайăх енсемпе çеç палăрнă. Çичӗ çул совхозра парторгра вăй хунă вăл, Хисеп хучӗсем, хаклă парнесем, ытти наградăсем илме тивӗçнӗ. РФ çутӗç тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, халăха вӗрентес ӗç отличникӗ. Мăшăрӗпе, шкулта вырăс чӗлхине вӗрентнӗ Винуля Маркеловнăпа, 57 çул пӗр-пӗрне ăнланса, килӗштерсе пурăнаççӗ. Аслă ывăлӗ Сергей те хăйӗн мăшăрӗпе шкулта ӗçлеççӗ, вӗсен икӗ ачи те аслă пӗлӳллӗ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Тепӗр ывăлӗ Валерий медицина енӗпе кайнă, ачи шкула çӳрет.

Владимир Николаевичпа Винуля Маркеловна шкулта вӗрентсе кăларнă ачасем халӗ çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗçлеççӗ, вӗрентекенӗсене манмаççӗ, çыхăну тытсах тăраççӗ.

Эпир те юратнă йыснапа мухтанатпăр! Ăна хисеплесе вăрăм кун-çул, канлӗ ватлăх, чăваш юманӗ пек çирӗп пулма, иксӗлми сывлăх сунатпăр! Тата та нумай çул мăшăрӗпе, ачисемпе, мăнукӗсемпе савăнса пурăнмалла пултăр!

Чӗререн саламласа Винуля Маркеловнăн иккӗмӗш сыпăкри йăмăкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев