Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Вячеслав Степановичпа Людмила Павловна НИКИФОРОВСЕНЕ ылтăн туй ячӗпе!

Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Вячеслав Степановичпа Людмила Павловна НИКИФОРОВСЕНЕ ылтăн туй ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!

Пире çуратса ӳстернӗшӗн, ура çине тăма пулăшнăшăн тав тăватпăр. Эсир пирӗншӗн яланах ырă тӗслӗх. 50 çул​ эсир алла-аллăн утатăр, пӗр-пӗрне ăнланма, хисеплеме пӗлетӗр, çемье ăшшине упратăр. Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр сире. Яланах хаваслă, чунăрсемпе çамрăк пулăр, тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăнăр.

Ылтăн туй телей çеç илсе килтӗр,

Хуйхă-суйхă ирттӗр айккинчен.

Ырлăх-сывлăх Турă парнелетӗр,

Эпир юрататпăр чӗререн.

Ачисемпе мăнукӗсем, тăванӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев