Хусанта 2,6 пин ытла ветеран пурăнать
Хальхи вăхăтра Тутарстанăн тӗп хулинче 2634 ветеран, çав шутра Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин инваличӗсем, тыл ӗçченӗсем тата тăлăх арăмсем. Кăçал Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне палăртнăран çапăçусене хутшăннă 59 фронтовика уйрăм тимлӗх уйăраççӗ. Кун çинчен Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Гузель Сагитова пӗлтернӗ.
Гузель Сагитова ветерансене пулăшни – медицинăпа социаллă пулăшу ыйтăвӗсене татса пани, пӗр хут парăнакан укçа-тенкӗ тӳлени яланхи процесс пулнине палăртнă. Кăçал фронтовиксене, вӗсен тăлăх арăмсене тата концлагерьте пулнисене 80 пин тенкӗ федераци тӳлевӗ пама йышăннă. Тыл ӗçченӗсемпе ытти категорири ветерансен 55 пин тенкӗ илеççӗ.
Çавăн пекех Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов йышăннă регионти тӳлевсем те парăнаççӗ ветерансене. Республикăра вăрçа хутшăннисем, Ленинград блокадинче тата концлагерьте пулнисем 50 пин тенкӗ, тыл ӗçченӗсемпе ветерансен тăлăх арăмсем –10 пин тенкӗ илеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев