Куç хăрать те, ал тăвать
Суйлав вӑл вӗт Ҫимӗк мар. Вот Троицӑра тусан ӑна, кун пек явкӑна ӗненме пулатчӗ
Суйлав вӗҫленчӗ. Партисем пӗтӗмлӗтӳ тӑваҫҫӗ. Районсен отчечӗсем вара пӗр-пӗринчен ирттереҫҫӗ. Ку сводкӑсене вуласан тӗлӗнсе кайма пулать.
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче 18:00 сехет тӗлне Апас, Кайпӑҫ, Атня районӗсенче регистрациленнӗ суйлакансенчен 90 ытла проценчӗ сасӑланӑ. Атня районӗнче ҫапларах иртнине ӗненес те килет. Унти глава ялта ӗҫ вырӑнӗсем тӑвассине приоритета тӑратнӑ пулмалла: кашни ялта е ҫӗнӗ ферма уҫаҫҫӗ, е киввине юсаса ҫӗнӗтеҫҫӗ. Апла-тӑк халӑх ялсенчех пурӑнать.
Нихҫан ҫука яланхи лидерсенчен кӑҫал пӗр чикӗри район иртсе кайрӗ. Ҫамрӑк глава ертсе пыракан районра мӗн пур суйлакансенчен 98 проценчӗ суйлав участокӗсенче хӑйсен гражданла тивӗҫне пурнӑҫланӑ тесе пӗлтерет ТР Тӗп суйлав комиссийӗ. Районта 36 суйлав участокӗ тата 18261 суйлавçă (2019 çулхти июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне). 98 процент – 17917 çын сасăлани çинчен калать. Кашни участока вăтамран 400 ытла сасӑлакан тивет.
Тӗрӗссипе каласан, ҫакна пӗрре те ӗненес килмест. Иккӗленӳллӗ. Суйлава ăна ӗлӗк ушкăнӗ-ушкăнӗпе çӳретчӗç. Астăватăп-ха, пирӗн касри асаннесен эртелӗ коммунистсен вăхăтӗнчи суйлава кайнă чухне клуб урамне еплерех карталаса илнине.
Мӗншӗн тесен ялсенчен ҫамрӑксем хуласене кайнипе ҫынсем чылай районта пӑшӑрханнине пирӗн парламент спикерӗ те палӑртать. Тӗслӗхрен, Аксу, Тюлячи, Ешӗлвар районӗсенче ҫӗкленӗ ҫак ыйтӑва. Мӗн, чикӗри районра кун пек проблема ҫук им? Юлашки вӑхӑтра унта нумай ҫын ӗҫлекен производство уҫнине илтмен.
Суйлавҫӑ ҫулне ҫитнӗ, хуласене вӗренме кайнӑ яш-кӗрӗм канмалли кунсенче яла таврăннине ӗненме пулать-ха, Мускавпа Питӗрте раствор пӑлхатакан арҫынсем вара стройка хӗрсе пынӑ вӑхӑтра ӑна пӑрахса хӑйсен районне сасӑлама тавраннине вара – ҫук.
Вӑй питти арҫынсем кӑна мар, ҫитӗннӗ хӗрсем те Мускав тӑрӑхӗнче ӗҫ тупаҫҫӗ. Вӗсене унта кам пропискӑна тӑраттӑр? Апла-тӑк регистрацийӗ ялӗнчех ӗнтӗ. Апла-тӑк ҫак ҫынсем ял суйлаканӗсен списокӗнчех. Ӑҫтан килсе тулмалла вӗсем 98 процентлӑх?
Суйлав вӑл вӗт Ҫимӗк мар. Ҫимӗкре пӗтӗм халӑх ялта. Вот Троицӑра тусан суйлава, кун пек явкӑна ӗненме пулатчӗ. Капла – Станиславский режиссер пекех ӗненместӗп. Ял пуçлăхӗсем район пуçлăхне юрасшăн пӗр-пӗринпе ăмăртаççӗ, район пуçлăхӗсем çӳлерех ертӳçӗсене хăйсем çине кăмăллăн пăхтарасшăн. Вертикаль Салтыков-Щедринӑн "головотяпствине» ҫаврӑнса пыни кунта каламасăрах паллă. Хăш чухне Гоголӗн «Виле чунӗсем» те аса килеççӗ.
Тӗлӗнмелле, хӑш-чух ял пуҫлӑхӗсенченех илтетӗн "Ҫын вилсен шӑтӑк алтма та арҫын тупма йывӑр халь" тенине. Кунта вара çапла кăтарту. Паллă ӗнтӗ, партисен сăнавçисем хуларан инçетри саласене килсе çӳремеççӗ. Унашкал сăнавçăсене ялти шанчăклă çынранах тăваççӗ, кирлӗ пулсан. Бюллетеньсене кам алă пусса илнине тӗрӗслекен çук. Куç хăрать те ал тăвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев