Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ялти çамрăксем валли те çул уçăлать

Çынсене ӗçпе тивӗçтерекен, районта чи пысăк налог тӳлекен пулса тăнă Мускавра пурăнса асламăш патне каникула кăна килекен хӗрача.

Хусанта иртнӗ Халăхсем хушшинчи ял çамрăкӗсен тӗлпулăвне делегатсем
Германи, Египет, Конго, Инди, Испани, Литва, Марокко, Мексика, Нигери, Пакистан, Польша, Португали, Çурçӗр Македони, Çурçӗр Ирланди, Серби, Сенегал, Словени, Турци, Эстони, СНГ çӗршывӗсенчен килнӗччӗ. Тутарстан районӗсенчи хастар çамрăксене тата Раççейӗн 50 регионӗнчен килнӗ пуçаруллă яш-кӗрӗме шута илсен самаях çын пухăнать.

«Çамрăксенчен нумай пуçару тухать, анчах вӗсем тата та нумайрах пулма пултараççӗ, тата вӗсене пысăк тӗрев пама пулать, – тесе каларӗ пухăннисене пуçламăшӗнчех ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Татьяна Ларионова. – Хальхи вăхăтра ял пурнăçӗнче социаллă пӗлтерӗшлӗ хăш-пӗр ыйту пурах, вӗсенче шăпах эсир хăвăрăн сăмахра каламалла, çӗнӗ сӗнӳсем кӗртмелле». 
Ял çамрăкӗсен конгресӗнче ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Зяббаров тата ытти пысăк пуçлăхсем пурри, паллах, ялти ӗçсӗрлӗх проблеми, ăна пула çуралакан демографи ыйтăвӗсем пирӗн республикăшăн та çивӗэч тăни çинчен калаççӗ. Тӗнче опычӗ, малта пыракан механизмсене алла илесси пӗлтерӗшлӗ Тутарстаншăн. Çавăнпа та унта яла çӗклес ыйтура пысăк опыт пухнă усламçă-спикерсене чӗннӗ те. Вӗсене итлеме питӗ интереслӗ пулчӗ.


Тӗслӗхрен, Гузель Санжаповăна. Вăл Свердловск облаçӗнчи пӗр пӗчӗк, пӗтсе пыракан ялта тăванӗсемпе пӗрле чечек пылне çырласем хутăштарса сутма тытăннă. Вăл çырласене ялти асаннесем пуçтарса панă. Çак пӗчӗк пуçару яла аталантармалли утăмсенчен пӗри пулса тăнă. Çынсене ӗçпе тивӗçтерекен, районта чи пысăк налог тӳлекен пулса тăнă Мускавра пурăнса асламăш патне каникула кăна килекен хӗрача. Пуçламăш капитал – краундфандинг мелӗпе – проект валли интернетра çынсенчен укçа пуçтарни. Тавара Мускавра сутнипе, шӗкӗр хулара çыхăнусем пуррипе ӗç ӳсме тытăнать. Кӗçӗн Турыш ялта карамельлӗ «пылак кашăксем» тума тытăнаççӗ. Вăл тавар та лайăх сутăнма тытăнать.

Гузель кампанийӗ ӳсе-ӳсе IKEA компани валли продукци çӗлеме тытăнать. Ӗçсене йăлтах ялти хӗрарăмсемпе арçынсем туни, вӗсен тăрăшăвне тӗрӗс кăтартма пӗлни, хаклă сутма пултарни, паллах, унăн ертӳçин тивӗçӗ. Çапла майпа Санжапова фирми çулталăкне 26 млн тенкӗ ӗçлесе илет. Хальхи вăхăтра вӗсем ялта общество центрӗ тума тытăннă. Гузель сăмахӗсемпе, ялти фирмăсен тӳпи – çулталăкне 50-59 миллион тенкӗ ӗçлесе илесси.

 Конгрес ӗçӗн кашни юхăмӗнче республика, федераци е тӗнче шайӗнчи экспертсем пурри çамрăксене хавхалантарман мар. Акă, тӗслӗхрен Хусан аграри университетӗнче пӗрремӗш курсра вӗренкен Екатерина Воробьева та. Вăл агронома вӗренет. 2017 çултанпа Екатерина Тутарстанри çамрăк аграрийсен пӗрлешӗвӗн ӗçӗсене хутшăнать. Вӗсем ял территорийӗсене аталантарас ыйтусемпе аппаланаççӗ, çавра сӗтелсем ирттереççӗ тата ытти те. Екатерина сăмахӗсемпе вăл çак Конгрессра хăйне валли нумай çӗннине тата кирлине илет. Ун ӗмӗтӗнче вӗренсе пӗтерсен Теччӗ районӗнчи тăван Çармăс ялне таврăнса ӗç йӗркелесе ярасси.  

Пирӗн Тутарстанра ялсенче 900 пин ытла çын пурăнать. Паянхи ял пурнăçӗ ял хуçалăх ӗçӗпе кăна çыхăнмалла мар, проектсене тӗрлӗрен направленисемпе илсе пымалла, çав шутра вӗрентӳ пӗрремӗш вырăнта тăрать. Культурăпа социаллă сферăсем пирки те манма юрамасть, паллах. Çапах ку чухне конгресăн программа директорӗн Наталья Никитичăн сăмахӗсене илсе кăтартас килет: «Регионра инфраструктурăна кирек мӗнле аталантар, фабрикăсем ту, заводсем, анчах çынсен шухăшлавӗ улăнмасан, нимӗн те улшăнмасть. Малтан пуçсенчи шухăшсене улăштармалла. Çавăнпа чылай проектсене вӗрентӳпе çыхăнатарççӗ те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана чăвашсем чăвашла чăваш чӗлхи чăваш

2
X