Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Юратнă аннеçӗм, сана юбилей ячӗпе чун-чӗрери чи çепӗç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăр

Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу ялӗнче пурăнакан юратнă çыннăмăр Нина Петровна МИТРОФАНОВА февралӗн 8-мӗшӗнче 60 çул тултарать

​Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу ялӗнче пурăнакан юратнă çыннăмăр Нина Петровна МИТРОФАНОВА февралӗн 8-мӗшӗнче 60 çул тултарать. Юратнă аннеçӗм, сана юбилей ячӗпе чун-чӗрери чи çепӗç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Кун-çулу вăрăм та такăр, телейӳ тулли, сывлăху çирӗп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачусемпе мăнукусен пархатарӗпе ӗмӗр савăнса пурăнмалла пултăр. Эсӗ пурришӗн эпир чунтан савăнатпăр. Йывăр самантсенче пире яланах пулăшма васкатăн, хăвăн хавхалантаракан сăмахусемпе шанчăк кӳретӗн, чӗрене ăшăтса çунатлантарса яратăн. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр нумай çул пурăн.

Тавах сана, ыр çыннăмăр, эс пурришӗн,

Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн.

Татах та нумай çул эс пурăнсам,

Пире пит лайăх эс çумра пулсан.

Мăшăрӗ Николай, хӗрӗсем Наташа тата Алевтина, кӗрӳшӗ Алексей,

мăнукӗсем Ярослав, Даниил, Каролина, амăшӗ, Мердюковсен, Елизаровсен,

​ Портновсен, Кузнецовсен тата Митрофановсен çемйисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев