Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Зоя Ильинична БОРИС (ЛЕОНТЬЕВА) мартăн 12-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ

Аннемӗр «Ӗç ветеранӗ», «Ача амăшӗ-героиня» медальсене тивӗçнӗ.

 ​Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел ялӗнче пурăнакан хаклă çыннăмăр Зоя Ильинична БОРИС (ЛЕОНТЬЕВА) мартăн 12-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ. Пирӗн анне 3 уйăхрах ашшӗсӗр тăрса юлнă, мӗншӗн тесен вăрçă пуçланнă та, ашшӗ вăрçа кайнă. Анне çемьере чи кӗçӗнни пулнă. 7 класс пӗтерсен аппăшӗ Казахстана ача пăхма илсе кайнă, унта пуян çын ачисене пăхса пурăннă. Паспорт илсен фермăна ӗçе кӗнӗ: малтан пăрусем пăхнă, унтан ӗне сунă. Чунӗ тăван ялах туртнă, таврăннă та фермăна ӗçе вырнаçнă, çулла чӗкӗнтӗр такканă. Аннемӗр «Ӗç ветеранӗ», «Ача амăшӗ-героиня» медальсене тивӗçнӗ.

Юратнă анне! Сана эпир çуралнă кун ячӗпе саламлатпăр! Турă сывлăх патăр сана! Вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Малашне те хăвăн урусемпех утса çӳресе пире кӗтсе илмелле пултăр. Эпир сан патна килсен савăнатпăр, сана питӗ хытă юрататпăр.
Ачисем – Коля, Оля, Аня, Саша, Валя, Света, Петя, Надя; мăнукӗсем – Юля, Сергей, Валентин, Алсу, Саша, Света, Денис, Аня, Наташа, Стас, Влад; кӗçӗн мăнукӗсем – Данил, Илюша, Давид, Кирилл, Антон, Карина, Иван.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев