Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Зоя Михайловна БУЛТЫКОВĂНА 70 çул тултарнă ятпа

Тӗнчери чи хаклă çыннăмăра, юратнă аннене, апая, кукамая, Хусан çумӗнчи Пысăк Дербышки поселокӗнче пурăнакан Зоя Михайловна БУЛТЫКОВĂНА февралӗн 23-мӗшӗнче 70 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн хӗрӳллӗн саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, тату та тулли пурнăç сана сунатпăр.

Телей çăлкуçӗ пултăр иксӗлми,
Пӗр кун ан юлтăр санăн савăнмасăр.
Çӗр çул та ирттӗр, пурăн эс, анне,
Сана упратăр пил парса Турри.
Эс кил ăшши, пуриншӗн ырă пирӗшти,
Санрах тупатпăр чун-хавал тӗревӗ.
Тавах çуратнăшăн, ӳстернӗшӗн пире –
Аннерен çук хакли ку тӗнчере!
Хӗрӗсем – Сильвия, Алена, кӗрӳшӗсем – Сергей, Константин, мăнукӗсем – Егор, Коля, София, Стеша.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев