Сувар

Çулталăклăх гороскоп

ПУЛĂСЕН тахçанах кӗтни пурнăçланма пултарать. Анчах çул­талăк хуçине юрама пӗлмелле, вăл хирӗç пынине юратмасть. ТАРАСАНА Сарă Çӗр Сысни хавхалану парса çӗнӗ майсем парнелӗ. Эмоцисем вулкан пек пулӗç. Творчествăлла энерги чи амбицилле проектсене пурнăçлама пулăшӗ.

ТАКА  21.III – 20.IV

Çитес çул хуçи Сарă Çӗр Сысни сире парнесем айне тума хатӗр. Анчах пӗр условипе: калаçса татăлма хатӗр пулсан. 2019 çул – çӗнӗ тӗллевсен, майсен, шухăшсен тап­хăрӗ.  Пӗрремӗш уйăхранах тавракурăма улăштаракан пӗлтерӗшлӗ пулăмсем пулса иртӗç. Халиччен шанса пурăнни арканма пултарать. Çуркунне тӗрлӗ  сӗнӳсемпе тимлӗ пулăр, шăпа паракан майсене ан вӗçертӗр. Малтанласа ӗç пус­туй пек туйă­нӗ, анчах ун малашлăхӗ пур. Июльпе август уйăхӗсем харпăр ӳсӗмшӗн пӗлтерӗшлӗ, хăшӗсем ӗç вырăнне улăштарӗç, карьерăпа ӳсме майсем пулӗç. Тинех çемье­не, юратнă çынсене çителӗклӗ тимлӗх уйăрма тытăнатăр, ку килтисене савăнтарӗ. Пӗчченнисем савни тупӗç, теприсем – шанчăклă юлташ. Вӗсем пурнăçăра лайăх енне улăштарӗç. Декабрь уйăхӗнче пӗтӗмлетӳ тăватăр, тӗллевсене пурнăçлани кăмăла тивӗçтерӗ. Юратура шанчăклă пулсан, Сысна кӳрентермӗ. Юрату виçкӗтеслӗхне çакланма пултарӗç хăшӗсем, асăрханăр. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ çулталăкӗпех çирӗп пулӗ, уйрăмах пӗрремӗш çур çулта. Укçа пирки урăхла шутлама вӗренӗр, хăшӗсем хваттер илмелӗх те ӗçлесе илӗç.

 

ВĂКĂР  21.IV – 20.V

2019 çул тӗрлӗ хумханусенчен пуçланнипе çулталăк хуçине çилленетӗр те, анчах йăнăшатăр. Каярахпа ку питӗ тухăçлă вăхăт пулнине ăнланса иле­тӗр, ӗçченнисене вара Сысна пысăк çитӗнӳ тума пулăшӗ. Ӗмӗт­сене пурнăçлама май пулӗ, харпăр пур­нăçра тӗлӗнмелле улшăнусем пулса иртӗç. Çӗнӗ ӗçе чӗнме пултараççӗ. Хӗл уйă­хӗсенче ӗçсене тӗрӗс йӗркелеме пӗлӗр, çакна пуçлăхсем те асăрхӗç. Малтанхи çур çул укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗшӗн уйрăмах ăнăçлă пулӗ. Май уйăхӗнче тахçанхи ӗмӗт пурнăçланасси палăрать. Юлташсем хушшинче ӗç енӗпе партнер тупăнӗ. Иккӗмӗш çур çул тӗрлӗ пулăмсенчен пуян. Тахçанах пӗрлешнисен туйăмӗсем çӗнӗрен хӗрӳленеççӗ, «тăвăлсем» пӗрре мар пулӗç. Ку юратăва çирӗплетӗ кăна. Пӗчченнисем чун савни тупӗç, хăшӗсен ача çуралӗ. 2019 çулта пуянрах пулма шанчăк пур, тăрăшăр, ӗçлӗр. Илӗртӳллӗ сӗнӳсем пулӗç.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Улшăнусен вăхăчӗ çитнӗ! Çапла хаклама пулать 2019 çула. Сыс­на çулӗ чи малтан профессие тӗпрен улăштарма май пулнипе пӗлтерӗшлӗ. Шăпа нумай сюрприз хатӗрленӗ. Хăш чухне ӗç-пуç контрольтен тухать  пек туйăнӗ, каярах тин йăлт кирлӗ пек пулса пынине куратăр. Наукăпа ӗçлекенсене искусство патне туртӗ, творчествăпа аппаланакансене тӗрӗс наука хавхалантарӗ. Юратуран тем те кӗтме пулать: хӗрӳллӗ те вӗри туйăмсем е уйрăлу, туй туса пӗрлешни, ача çуратма шутлани таранч­чен. Пӗрне татса калама пулать: çулталăк хуçи чăн телей кӳме пултаракан çын валли çулăра уçса кирлӗ-кирлӗ мар çынсенчен тасатӗ. Финанс енӗпе те çитес çул ăнăçлă. Çӗнӗ проектсем пуçарса аван ӗçлесе илетӗр, укçа енӗпе ирӗклӗ пулни сире питӗ кирлӗ. Должноçпа ӳсме шанчăк пур, анчах çавна пула килтисемпе хирӗçме пултаратăр: ытларах вăхăта ӗçре ирттернипе.

 

РАК  22.VI – 22.VII

2019 çулта тинех харпăр раковинăран тухса пурнăçпа савăнма пултаратăр. Хăюллă плансем тăвăр, Сысна пурнăçлама пулăшӗ. Юрату кӗтекенсем çулталăкăн пӗрремӗш уйă­хӗсенчех хăйсен мăшăрне тупма пултарӗç. Нумайăшӗ туй туса пӗрлешме шутлӗ, Сысна çулӗ куншăн уйрăмах меллӗ, мӗншӗн тесен вăл çепӗç туйăмсене хаклать. Ку çулта хăвăра тӗпрен улăштарма, харпăр тӗллевсене палăртма, ыттисен ирӗкӗнчен тухма пултаратăр. Çӗнӗ ӗçре хăвăра пур енчен те кăтартма майсем пулӗç, ӗç нумаййи савăнтарӗ кăна. Бизнеса пӗччен йӗркелесе пыни лайăхрах пулӗ, кун валли маларахах хатӗрленӗр. Хăшӗсем хваттер е çурт туянӗç. Çулла вăй-хал уйрăмах нумай пулӗ, çемьере ăнланупа юрату хуçаланӗç. Сирӗн умăрта чи çирӗп крепоçсем те арканӗç. Утăм хыççăн утăм финанс ăнăçăвӗ патне çывхаратăр. Анчах авантюрăсенчен асăрханăр.

 

АРĂСЛАН  23.VII – 23.VIII

Чӗрчунсен патшине Сарă Çӗр Сысни кăмăллать, нумай çитӗнӳ тума пултаратăр. Ыттисене хӗсмесен, Сысна пулăшсах пырӗ. Пурнăçăра лайăх енне улăштарма майсем пур. Чи пысăк ӗмӗте пурнăçа кӗртеетӗр, паллах, малтанласа лайăх план тумалла. Май уйăхӗнче пысăк çитӗнӳ тăваятăр. Чап шыраса сывлăха пӗтерме пултаратăр. Çавăнпа кану çинчен те шутламалла. Çулла вӗçӗпе кӗркунне пуçламăшӗ эмоцилле пулăмсемпе асра юлӗ. Çулçӳреве кайса килме те ăнăçлă вăхăт. Мăшăрпа пӗрле канни хавхаланăва ӳстерсе ӗçре тата пысăкрах çитӗнӳ тума пулăшӗ. Хӗл пуçламăшӗнче пӗтӗмлетӳсем туса çӗнӗ плансем хатӗрлӗр. 2019 çулта укçа-тенкӗ лару-тăрăвне аванах çирӗп­лететӗр, малашлăха валли те юлӗ. Хăш-пӗрин профессие улăштарас килӗ, мӗнех, вăхăчӗ майлă. Юратура савнисем, мăшăрсем туйăмӗсене тӗрӗслӗç, пӗчченнисем тинех савни тупӗç.

 

ХӖР  24.VIII – 23. IX

2019 çул хуçи сире мис­тикăлла пултарулăхпа, талантпа тивӗçтерӗ. Шăпаран ыйтни çăмăллăн пурнăçланма пултарать. Çапах маги пултарулăхӗпе асăрхануллă пулăр, тем пулса тухӗ. Ку çулта тӗллевсене тепӗр хут пăхса тухăр. Хăш-пӗри хăйне шанма пăрахӗ, ку йӗркеллӗ пулăм, эсир, чăн та, улшăнма пуçланă. Ӗçре хăюллăрах пулăр, пуçлăхсемпе хутшăнусем пăртак çивӗчленӗç. Çавăнпа ӗçтешсемпе пӗр командăпа ӗçлеме тăрăшăр, сире итлеççӗ. Май уйăхӗнчен пуçласа çулталăк вӗçлениччен контрактсемпе асăрхануллăрах пулăр, улталас текенсем пулӗç. Килте йăлт йӗркеллӗ пулӗ, хваттер е машина илме,  тӗпрен юсав пуçлама пултаратăр. Ачасемпе хутшăнусем йӗркеленеççӗ, пӗр-пӗрне аванрах ăнланма пуçлатăр. Интереслӗ çынпа паллашни хăюллă утăмсем тума пулăшӗ. Юратура мӗн пуррине упрама пӗлӗр. Пӗчченнисен çуркунне е çулла шăпа пӳрнипе тӗл пулма май пур. Укçа алла хăйпе хăй кӗрсе пырӗ. Хăш-тăр пайне ырă ӗçе яни укçа çулне такăрлатӗ кăна.

 

ТАРАСА  24.IX – 23.X

Сарă Çӗр Сысни хавхалану парса çӗнӗ майсем парнелӗ. Эмоцисем вулкан пек пулӗç. Творчествăлла энерги чи амбицилле проектсене пурнăçлама пулăшӗ. Ӗçре ыттисен кăмăлне те шута илӗр, унсăрăн хирӗçӳсем ӗçе путлантарӗç. Карьерăпа ӳсме тахçанах ӗмӗтленнӗ пулсан – вăхăт çитнӗ, пысăкрах должность йышăнма май пур. Психолог таланчӗ палăрӗ.  Хăш-пӗр ӗç çулталăках тăсăлӗ. 2019 çул романтикăлла приключенисемпе пуçланӗ, пурнăç тӗрлӗ сăрăсемпе тапса тăрӗ, мăшăрăра та хавхалантарсах тăратăр. Çу вӗçнелле çанă тавăрса ӗçлеме тытăнатăр. Куçман пурлăха сутма тивӗ, урăх çӗре пурăнма куçнипе. Кӗркунне пуçламăшӗнче лару-тăру кăткăсланма пултарать. Укçа енӗпе чи ăнăçлă вăхăт – çулталăк вӗçӗ. Юратура савние, мăшăра илтме тăрăшăр, вӗсен ирӗкне ан хӗсӗр. Пӗчченнисем шăпа пӳрнипе çулла тӗл пулма пултараççӗ, çавăнпа чӗннӗ çӗре кайăр.  Мăшăрсен хутшăнăвӗсенче çӗнӗ ырă тапхăр пуçланать.

 

СКОРПИОН  24.X – 22.XI

Сарă сысна çулӗ кăшт йывăртарах пуçлансан та, сирӗншӗн çулталăк позитивлă. Хăвăра ӗмӗт хыççăн кайма ан чарăр. Аталанушăн çӗнӗ  майсем асăрхатăр, ку ӗçпе те карьерăпа мар, ăс-хакăл ӳсӗмӗпе çыхăннă, учитель çулне пуçлăр. Йывăр вăхăтра çемьепе юлташсенчен пулăшу çитӗ. Кăçал çитес 18 çула тăсăлакан идеалсем çирӗпленӗç. Бизнесменсен çӗнетӳ тапхăрӗ пуçланӗ, производствăна анлăлатма шухăшсем пулӗç. Ӗçре çӗнӗ юхăм палăртса тупăша самай ӳстеретӗр, шанчăклă партнерсем тупатăр. Тара кӗрсе ӗçлекенсем карьерăпа май пултарнă таран ӳснӗ, çавăнпа ӗç вырăнне улăштарма ан хăрăр, пысăкрах çитӗнӳ те тăваятпăр. Укçа-тенкӗ енӗпе йывăрлăхсем çук, мӗнпур ӗмӗте пурнăçлама пултаратăр: канма кайма та, хаклă япала туянма та. Харпăр пурнăçра улшăнусем пуçланаççӗ, вăл 7 çулах тăсăлӗ. Киввине пăрахăçласа çӗнӗлле пурăнма хатӗрленӗр. Çамрăксем хытă юратса пăрахма пултараççӗ, хăш-пӗри улталанӗ те, чи каварлă уйăхсем – сентябрьпе октябрь. Мăшăрлисен хăнăхнă хутшăнăвӗсем чăн юратăва куçса пыраççӗ.

 

УХĂÇĂ  23.XI – 21.XII

Сарă Çӗр Сыснин çулталăкӗ ăс-хакăл ата­ла­нă­вӗн, тӗнчекурăм йӗр­келенӗвӗн çӗнӗ тапхăрӗ пуçланӗ, вăл çитес 12 çула тăсăлӗ. Вăй-хал ӳсет, авторитет вăйланать. Пурнăçа туллин йышăнатăр. Тӗп задача – пурлăхран кăна тытăнса тăма пăрахни, пӗрремӗш вырăнта чăн хаклăхсем пулмалла. Сире пур енӗпе те ăнать. Малтанхи уйăхсене килти лăпкăлăхра ирттерсен аван. Малашнехи стратегие палăртса кирлӗ çыхăнусем йӗркелемелле. Çулла пысăк çитӗнӳсен тапхăрӗ, мӗнпур пултарулăхпа талантăра кăтартма пултаратăр. Ытти çулсемпе танлаштарсан, укçа кăшт сахалрах та, çавах пӗтӗмӗшле лару-тăру аван, лайăх сӗнӳсем илсех тăратăр. Паллах, ӗçлемесен ним те пулмӗ. Мӗн кирли йăлтах пур, нуша курмастăр. Юратура лăпкăрах пулăр, унсăрăн мăшăрăр кун кăтартмӗ. Çемье пурнăçне улăштарас килсен хăвăртан пуçлăр. Пӗчченнисене шăпа юрату парнелӗ, авланас е качча каяс текенсем пулӗç, хăш-пӗри  харăсах темиçе савнипе çӳрӗ. 

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Консерваторла шу­хăш-кăмăлтан хăтăлма пултарсан 2019 çул ăнăçлă пулӗ. Сысна çулӗнче маларах пуçланă проекта вӗçлетӗр. Пысăк утăмсем туса çӗннине кӗтсе илме хатӗр. Командăпа ӗçлеме хăнăхăр. Ӗçлӗ çулçӳрев­сем йыш­ланаççӗ. Çу уйăхӗсенче вӗренӳ патне туртăнатăр. Курссене, семинарсене çӳресе пӗлӗве ӳстерни карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Вăтаннипе пысăкрах должноçа йышăнма е пӗрлешме сӗннине çухатма пултаратăр. Çулталăк вӗçнелле шалта упраннă талантсем çиеле тухӗç.  2019 çулта пӗлӗве, опыта, энергие мăшăрпа пайлăр. Сирӗн пуçарулăха пысăк çӗрте ларакансем асăрхаса тивӗçлӗ хак парӗç. Укçа-тенкӗ кӗрсех пырӗ, анчах çемьепе, ачасемпе, килпе çыхăннă тăкаксем те хушăнаççӗ. Май уйăхӗнчен пуçласа финанс лару-тăрăвӗ йӗркене кӗрӗ. Çемьеллисене 2019 çул иккӗмӗш чап-чап уйăхӗ пек туйăнӗ. Тинех мăшăрпа ăнлану тупса пӗр-пӗрне хисеплеме вӗренетӗр. Пӗрле проблемăсем те вак-тӗвек пек кăна туйăнӗç. Пӗчченнисем тинех хăйсен юратăвне тупӗç.

 

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

2019 çулта шăпана улăштарма шанăç пулӗ. Йăлтах хăвăра кирлӗ пек йӗркелеме пултаратăр. Иккӗленчӗклӗ кăмăллисем те тӗллевсене пурнăçланă чух нихçан çукла хăюллă пулӗç. Маларах тунă плансем çăмăллăн пурнăçланма тытăнӗç. Сысна çулӗнче тупăннă юлташсем нумайлăха. Карьера аталанăвӗпе  профессилле çитӗнӳсем пулсах пырӗç. Ӗçтешсене, юлташсене пулăшни йӗрсӗр çухалмӗ. Майпа июнь уйрăмах тухăçлă пулӗç. Карьерăпа ӳсме çулталăк вӗçӗ ăнăçлă. Укçа шута юратать тенине ан манăр, çулталăк вӗçленичченех перекетлӗ  пулăр, финанс операцийӗсене лайăх тӗрӗслӗр. Çăмăл майпа ӗçлесе илме шантаракансене ан шанăр. Тӗрӗслемесӗр пӗр документа та алă ан пусăр. Çулларан пуçласа романтикăлла тӗлпулусем йышланаççӗ. Савнисем хутшăнăвӗсене ЗАГСра çирӗплетес тейӗç, пӗчченнисем август тӗлнелле юратăвне тупӗç. Çемьеллисен туйăмӗсем те малалла аталанӗç, романтикăлла çулçӳреве кайни усăллă. Çемье телейне хӳтӗлекен сысна ача парнелеме те пултарать.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III

Тахçанах кӗтни пурнăçланма пултарать. Анчах çул­талăк хуçине юрама пӗлмелле, вăл хирӗç пынине юратмасть. Тӗп задача – харпăр потенциала уçса хă­вăра килӗшнипе ӗçлеме пуçласси. Май уйăхӗнчен пуçласа тӗрлӗ иккӗленӳсем çуралаççӗ. Кирлӗ йышăнусене çулталăк вӗçне хăварăр. Ӗçре лартнă тӗллеве пурнăçлама пур  майпа та усă куратăр. Тахçанхи идейăсене пурнăçласа тупăш тăваятăр. Профессилле аталанушăн пӗлтерӗшлӗ тапхăр, ӗçре ертӳçӗ вырăнне сӗнме пултараççӗ. Хăшӗсем бизнес йӗркелеме шутлӗç. Карьерăшăн ăнăçлă уйăхсем – январь, февраль, ноябрь. Проект пуçарни талантăра  кăтартма пулăшӗ. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ тикӗс, хушма ӗç тупма май пулӗ. Çывăх тавраш улшăнӗ, çӗнӗ юлташсем тупма, усăллă çыхăнусем йӗркелеме пултаратăр. Романтикăлла пулăмсем çулла пуçланаççӗ.  Юрату тыткăнне çакланса никама та асăрхамастăр. Сысна çемье пурнăçне йӗркелеме, качча кайма, авланма, ача çуратма пулăшать. Тахçан кӗтнӗ юратăва тӗл пулатăр, татăклă утăма август, сентябрь уйăхӗсенче тума тивӗ.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: