Эрнелӗх гороскоп 03.12 – 09.12
УХĂÇĂСЕМ, ку эрнере романтикăлла тӗлпулусене çӳреме хатӗрленӗр, сӗнӳсем нумай пулӗç. РАКСЕМ, ăнсăртран юлташăрсем хăнана килсе кӗрӗç е хăвăр инçе çула тухатăр...
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере çынсене питех ан шанăр, улталас текенсем йышлă. Юратнă çынпа та пӗр чӗлхе тупма çăмăл мар. Тимлӗхе çухатса ӗçре йăнăшма пултаратăр. Çавăнпа хăш-пӗр ӗçе çӗнӗрен тума тивӗ. Сывлăх та шухăшлаттарма пуçлӗ. Ытти çынсен проблемисене пула самай тăкакланма тивӗ. Хăшӗсем ют çӗршыва канма кайма шутлӗç.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çак тапхăрта тунă йăнăшсемшӗн ытлашши ан кулянăр. Каярахпа вӗсене тӳрлетме май пулӗ. Пӗр-пӗр çын кăмăлăра каять пулсан çакна ан пытарăр. Пуçаруллă пулма ан хăрăр, сире кун пек кирлӗ çынсем асăрхама пултарӗç. Укçа-тенкӗпе, ачасемпе, вӗренӳпе çыхăннă йывăрлăхсем кăштах пулӗç.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере тӗл пулакан çынсенчен хăвăршăн уссине илме тăрăшăр. Çывăх çынсене пит шанмалли çук, кирлӗ вăхăтра хăварма пултарӗç. Юратнă çынпа чуна уçса калаçма тăрăшăр, уйрăмах вăхăтлăха ăнланулăха çухатнă пулсан. Ӗçре тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ, çавăнпа шăп тăма пӗлӗр. Пурнăçăрта улшăнусем кӗтӗр.
РАК 22.VI – 22.VII
Хăранинчен, иккӗленӳсенчен хăтăлма тăрăшăр, вӗсем тӗллев патне утма чăрмантараççӗ. Тăванăрсене йывăрлăхсем çинчен ан пӗлтерӗр, лару-тăрăва çивӗчлетӗç çеç. Çемьеллисен ачисене тимлӗх уйăрмалла, вӗсем сире тунсăхланă. Ăнсăртран юлташăрсем хăнана килсе кӗрӗç е хăвăр инçе çула тухатăр. Маларах пуçланă ӗçе вӗçлеме тивӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Йышлă ӗçсемпе задачăсене пула пуç çаврăнса кайӗ. План туни ӗçе çăмăллатӗ. Эрне варринче тивӗçлӗ наградăна е преми илме пултаратăр. Документсемпе йывăрлăхсем сиксе тухӗç. Ачасемпе е çывăх çынсемпе çыхăннă тăкаксем ӳсеççӗ.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере кăмăлăра каякан çынсемпе кăна хутшăнма тăрăшăр, ыттисене çывăха ан ярăр. Шăнса пăсăласран асăрханмалла, ăшăрах тăхăнăр. Вӗренӳшӗн е канма кайнишӗн тӳлеме тивӗ. Килпе е бизнеспа çыхăннă вăрттăнлăхсем çиеле тухӗç. Хуçалăх ыйтăвӗсем пирки мăшăрпа хирӗçесси пур. Эрне вӗçӗнче килтен инçетре пулма пултаратăр.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Куçман пурлăхпа çыхăннă ӗçсем ăнаççӗ. Хваттер е çурт туянма ăнăçлă вăхăт. Çапах кивçене ан кӗрӗр, кайран укçана тавăрса пама çăмăл пулмӗ. Пыра шăнтас хăрушлăх пур, сывлăхăра упрăр. Ӗçтешсемпе е çывăх çынсемпе хутшăнусене сӳтсе явма тивӗ, вăрттăнлăхсем çиеле тухӗç. Ытларах ӗçлесе илес тесе тăрăшатăр. Хăш-пӗрисем юратса пăрахӗç.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ăнсăртран нимӗн те пулманнине туйса илетӗр, тӗрлӗ паллăсене асăрхама вӗренӗр, вӗсем малалли çула кăтартӗç. Юрату пӗрремӗш плана тухӗ, çавăнпа ӗçсене вăхăтлă татса параймастăр. Ку эрнере обществăлла ӗçсем йышланӗç, укçапа çыхăннă ыйтусене татса памалла. Тăвансене е юлташсене пулăшма тивӗ. Çӗнӗ проект пуçлани ăнăçлă пулӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере романтикăлла тӗлпулусене çӳреме хатӗрленӗр, сӗнӳсем нумай пулӗç. Укçапа çыхăннă ӗçсене темиçе хут тӗрӗслӗр. Сывлăх питех мар, апата суйласа çийӗр. Куçман пурлăхпа, юлташсемпе çыхăннă ӗçсемпе аппаланма тивӗ. Харпăр авторитет ӳсӗ. Канмалли кунсенче килпе, обществăлла тивӗçсемпе ӗçсем йышланӗç.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Хăвăр суйласа илнӗ çулпах утма тăрăшăр. Ӗмӗтсем питӗ нумай, анчах хальлӗхе вӗсем пурнăçланаймаççӗ. Йышăнăва шухăшламасăр тума пултаратăр, çавăнпа йăнăшма пулӗ. Ӗçре çитӗнӳ тума та пултаратăр. Куçман пурлăхпа, вӗренӳпе çыхăннă ыйтусене татса памалла.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Палăртнă вăхăта йăлт ӗлкӗртес тесен самай ӗçлеме тивӗ. Килпе çемьене тимлӗх уйăрма вăхăт пулмӗ. Ӗç енӗпе çӗнӗ майсем, интереслӗ сӗнӳсем пулӗç. Ют çӗршывпа, вӗренӳпе, командировкăпа, çӗнӗ проектпа çыхăннă ыйтусене татса пама тивӗ. Преми илме пултаратăр.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Тӗрлӗ авантюрăсем сире кашни утăмрах кӗтеççӗ. Тавлашуллă ыйтусемпе кампа та пулин канашлăр, хăвăра кăна ан шанăр. Канма каяс ӗмӗт пысăк пулӗ. Ӗçе ӗлӗкхи ӗçтешсем таврăнма пултараççӗ. Çитӗнӳ, пысăк шалу шыраса ӗç вырăнне улăштарас текенсем те пулӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев