Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 10.06-16.06

Йӗкӗрешсен карьерăпа ӳсме шанăç пулать.

Така 21.III – 20.IV

Ку эрнере укçа-тенкӗпе ан теветкелленӗр, çывăх вăхăтра кирлӗ пулӗ. Мӗн-тӗр туянни, ӗçлӗ калаçусем усăллă пулмӗç. Укçа пулмасан шăпана хирӗç тăраймăр. Харпăр пурнăç вара ырă пулăмсемпе савăнтарӗ, мăшăр е савни алă çинче йăтса çӳреме хатӗр, парне айне тăвӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Çак тапхăр юратушăн ăнăçлă, нумай ырă самант пулӗ. Ӗçре вара сахаллипе çырлахма тăрăшăр. Пӗчӗккипе пысăк тӗллев хушшинче  пӗрремӗшне суйлăр, усси пысăкрах пулӗ. Ку вăхăтра творчествăпа ӗçлени, çулçӳреве тухни ăнать.

ЙӖКӖРЕШсем 21.V – 21.VI

Ку вăхăтра сире çынсемпе хутшăнни çителӗксӗр пек туйăнӗ, унта-кунта тухса çӳрес туртăм вăйланать. Çӗнӗ ӗçлӗ паллашусем, юлташла çыхăнусем çирӗп пулӗç, нумайлăха пырӗç. Хăш-пӗрин карьерăпа ӳсме шанăç пулать. Юратнă çын ялан çумра пулни пысăк тӗрев пулӗ.

Рак 22.VI – 22.VII

Çак тапхăрта çумри çынна сиртен пулăшу, тӗрев питӗ кирлӗ пулӗ. Нушана кӗрсе ӳкнӗскере тӗртсе ан ярăр, пулăшăр. Çывăх çынсем хăйсене епле туйнине лайăх сăнăр. Унсăрăн килте хирӗçӳ тухма пултарать. Çӗнӗ проект пуçлани тупăшлă пулӗ, плансене вăрттăнлăхра тытăр – конкурентсем çывăрмаççӗ. 

АрĂСЛан 23.VII – 23.VIII

 Ку эрне юратушăн çав тери ăнăçлă. Куçман пурлăхпа, документсем пуçтарассипе çыхăннă ыйтусем, ӗçлӗ калаçусем çăмăллăн пурнăçланаççӗ. Косметологи процедурисем усса кайӗç. Стоматолог патне кайма аван вăхăт, пӗччен канни сывлăха çирӗплетме пулăшӗ.

ХӖр 24.VIII – 23. IX

Ку эрне обществăлла ӗçпе аппаланакансемшӗн ăнăçлă: тухса калаçма, лекцисем вулама, акцисене хутшăнма. Сире пурте итлеççӗ, кураççӗ. Авторитет ӳссе кайнипе çынсене хăвăр хыççăн ертсе пыма пултаратăр. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсенче тимлӗ пулăр, çумрах шулӗксем çӳреме пултараççӗ.

ТАраса 24.IX – 23.X

Ку эрнере кил-çурта тӗпрен тасатса тухмалла. Кивӗ япаласене кăларса ывăтмалла. Çакă килти атмосферăна тасатма пулăшӗ. Организма тасатасси çинчен те шутласа пăхăр, курăк чейӗсем лайăх пулăшаççӗ. Пӗчченнисен чун савнине тупас шанăç пур, килте ан ларăр.

Скорпион 24.X – 22.XI

Ку эрнере ытлашши ывăнасран асăрханăр, ӗшеннипе сывлăхпа проблемăсем пуçланӗç тата. Ӗлӗкхи юлташпа тӗл пулни ырă кӗтменлӗхпе савăнтарӗ. Апата суйласа çийӗр, наркăмăшланас хăрушлăх пур. Çула тухма е пурăнмалли вырăна улăштарма вăхăт ăнăçлах мар.

УхĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Эрне пуçламăшӗнчех эсир хăвăра пултаруллă маçтăр, оратор, шанчăклă тус пек кăтартатăр. Ăнăçу ӗçре те хăвармӗ. Эрне варринче теветкеллӗ проектсене ан хутшăнăр. Çак вăхăта юлташсемпе ирттерме тăрăшăр.

Ту ка­чаки 22.XII – 20.I

Ку эрнере вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрӗ, çав шутра ăс-тăн енӗпе те. Шалти сисӗм улталамӗ, ăна шансан пысăк çитӗнӳ тăваятăр. Харпăр пурнăçра ырă кӗтменлӗхсем пулӗç. Юратнă çынпа хутшăнусем çӗнӗ шая тухаççӗ.   

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Çак тапхăрта сывлăха пысăк тимлӗх уйăрмалла. Тӗрлӗ стрессем организма самай хавшатнă. Ку чухне халăх медицини те усă кӳме пултарать, çавах тухтăр патне кайса килӗр. Çывăх çынсен пулăшăвӗнчен ан пăрăнăр. Ӗçре яваплă проект сӗнсен килӗшӗр, ку карьерăпа ӳсме пулăшӗ.

ПулĂсем 21.II – 20.III

Ку эрнере кампа та пулин паллашасси пулмӗ, мӗншӗн тесен çынсемпе йывăррăн хутшăнатăр. Вӗсене питех шанманнипе те килет çакă. Укçа-тенкӗпе перекетлӗ пулăр, кивçен никама та ан парăр. Вăхăтлă тавăрса параймӗç. Хут ӗçӗсем ăнаççӗ. Инçетрен интереслӗ хыпар илме пултаратăр.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп