Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 25.06 – 01.07

ТУ КАЧАКИСЕМШӖН сывлăхшăн аван эрне, уйрăмах сывă пурнăç йӗркине тытса пыракансемшӗн. ШЫВТĂКАНСЕН плансем те, шухăшсем те улшăнма пултараççӗ.

ТАКА 21.III – 20.IV Пӗлтерӗшлӗ эрне, уйрăмах çынсемпе хутшăнма, ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме. Тавлашуллă самантсене хӗрринчен хутшăнмасăр татса параймăр. Пурнăçшăн кирлӗ суйлав тума, миротворец е канашçă вырăнӗнче пулма тивӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V Йӗркеллӗ ӗçлес тесен ӗçтешсемпе хутшăнусене лайăхлатмалла. Карье­рăпа çӳлелле улăхма майсем пулӗç, хăш-пӗрне ют çӗршывра пухнă опыт пулăшӗ. Вăхăта сая ямастăр, ку сирӗн паха ен. Тупăшлă килӗшӳсем çирӗплетме пулать.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Харпăр пурнăç укçа-тенкӗпе, пурлăх ыйтăвӗсемпе çыхăнать. Вӗсене мăшăрпа пӗрле татса пани чи лайăххи. Хăш-пӗрне пурлăх уйăрма, алимент е штраф тӳлеме, парăмсене парса татма тивет. Инçене çула тухма пултаратăр. Хутшăнусенче малти вырăна юратнă çынна шанни тата унăн пулăшăвӗ тухаççӗ.

РАК 22.VI – 22.VII Тупăшпа тăкаксене хуçа пулаймастăр, кун пирки кампа та пулин канашлама тивӗ. Çурт е хваттер туянакансем пулӗç. Куçман пурлăхпа çыхăннă еткер ыйтăвӗсене татса памалла пулӗ. Укçана ăнăçлă инвестицилесси пирки шутламалла. Нумай ӗçе хăвăр тӗллӗн пурнăçлама тивӗ. Бизнес йӗркелеме, ӗç вырăнне улăштарма майсем пулаççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Ку эрнере сывлăх пирки шутлăр, вăл асăрханулăхпа стрессене парăнманнинчен килет. Начаррине хирӗç тăма вăй-халăр çителӗклӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче уйрăмах асăрхануллă пулмалла, сусăрланма пултаратăр. Ӗçре ырă улшăнусем пулӗç.

ХӖР 24.VIII – 23. IX Лайăххи патне ăнтăлса чылай кăткăс ыйтăва татса пама тивӗ, вăй-хал самай пӗтеретӗр. Пулса иртнин чăн сăлтавӗсене пӗлсе тăма шалти сисӗм вăйланать. Пурнăçăр çине витӗм кӳрекен сăлтавсене асăрхама пуçлатăр. Хăвăр та çынсем çине витӗм кӳме тытăнатăр.

 ТАРАСА 24.IX – 23.X Карьерăпа ӳсме лайăх эрне, хăвăра мӗн кирлине пӗлетӗр. Ют çӗршывпа çыхăннă командировкăсем ăнăçлă пулаççӗ. Ал ӗçӗпе ӗçлекенсене пысăк чăтăмлăх кирлӗ пулӗ. Эсир вăй-хала пустуй пӗтерекен çын мар, çапах хăвăра кăтартас тесе пуçран çӳлерех сикме пултаратăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI Харпăр пурнăçпа çыхăннă ӗмӗтсем пысăк та çутă. Хăш-пӗрисем туя хатӗрленӗç, теприсем пысăк çемье мероприятине йӗркелӗç е куçса кайӗç. Çывăх çынсем пулăшнипе çитӗнӳсем тăватăр. Харпăр хутшăнусем яваплăха ӳстерӗç. Юратура эмоцисене ытлашши ирӗке ан ярăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Ӗç наукăпа, искусствăпа, тӗн практикипе, философипе çыхăннисен укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăхланӗ. Ытти çынсен тимлӗхне кӗме, паллах, талант та кирлӗ пулӗ. Пуçлăхсемпе туслă пулни ӗçре карьера тума пулăшӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Сывлăхшăн аван эрне, уйрăмах сывă пурнăç йӗркине тытса пыракансемшӗн. Ытлашши ывăниччен ан ӗçлӗр, апат-çимӗç енӗпе те тирпейлӗрех пулмалла. Ăçта та пулин канма кайни, походсене çӳрени уйрăмах усăллă пулӗ. Пӗчченнисен савни тупас шанăç пур.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Ку эрне харпăр пурнăçа улшăнусем илсе килӗ. Плансем те, шухăшсем те улшăнма пултараççӗ. Пурнăçри хӗвӗшӳрен, кирлӗ мар хутшăнусенчен хăтăлса мӗн-тӗр çӗннипе интересленме тытăнатăр. Канмашкăн аван вăхăт, çул çинче асăрхануллăрах пулăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Çак тапхăрта ӗç савăнăç кӳрӗ, ушкăнра ӗçлеме пултаратăр. Идейă­сем нумай. Анчах мăнкăмăлланса ӗçтешсенчен ытлашши ыйтасран асăрханăр. Хăвăрта çакна çӗнтерейсен чăннипех те кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ сотрудник пулса тăратăр, вара темле йывăр ӗçе те пурнăçлама вăй çитӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев