Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 28.02 – 06.03

ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере эсир нихçанхинчен тарават. Сире тытса чаракан пулмасан пӗтӗм укçăра парнесем туянса салатса пӗтерме хатӗр. Çак тапхăр Такасемшӗн оргтехника, музыка инструменчӗсем туянма ăнăçлă вăхăт. Çуркуннене юратакан çын пулнипе-и, çăлтăрсем ăнăçлăн вырнаçса тухнипе-и, эсир тата илемлӗрех, илӗртӳллӗрех

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çăлтăрсем ăнăçлă вырнаçни Вăкăрсемшӗн те ырăпа палăрӗ ку кунсенче. Çакă сире çӗнӗ тӗллевсем патне ăнтăлма вăй хушӗ, пурнăçăра лайăхлатма кăмăла çӗклӗ. Шутланисем мӗнлерех пурнăçланасси вара пӗр хăвăртан кăна килет. Вăкăрсенчен мӗн-тӗр выляса илекенсем те тупăнӗç.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Çак кунсенче Йӗкӗрешсем палламалла мар улшăнӗç, халиччен палăрман енсем  – çын аллипе кăвар туртасси те, икӗпитленесси те куç умне тухать. Çапла майпа эсир хӗвел айӗнчи вырăна аслăлататăр. Тӳр кăмăллăх ку эренере сире пулăшаймӗ, вăрттăнлăхăра никама ан калăр хуть. Çакăнпа та пулин пулăшăр хăвăра.  
   
РАК 22.VI – 22.VII
Пуш уйăхӗн пуçламăшӗ сирӗншӗн питӗ ăнăçлă тапхăр. Нарăсра эсир ырă хыпарсем илеттӗрччӗ, çывăх çыннăрсем сирӗн ăнăçушăн çунатчӗç. Халь вара Ракăн хăйне валли хăйӗн çул уçмалла. Пурнăçа юратни сире вăй хушса тăрать, таврари çынсем çине витӗм кӳме май парать. Халиччен пурнăçлайман тӗллевсене пурнăçлама меллӗ вăхăт халь.
   
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Çăлтăрсем пулăшнипе эсир хăвăрта иксӗлми вăй-хал туятăр. Хăвăрт йышăну тума пӗлни, теветкелленме хăраманни сире çирӗплӗх хушать. Ӗç пирки калаçса татăлнă чух хăвăрăн хака ӳстерме ан шикленӗр.
Пӗччен Арăслансен мартăн 3-6-мӗшсенче паллашнă çынпа çемье çавăрсан ăнать тесе шантараççӗ çăлтăрсем.
      
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Карьерăра ăнмасть çак тапхăрта. Вӗренӳре пачах урăхла, çитӗнӳсем тăватăр. Пӗтӗмӗшле илсен ку çул Хӗрсемшӗн Вӗренӳ паллипе иртет. Пӗр-пӗр ют чӗлхене алла илме лайăх вăхăт. Сăмах май, çак тапхăрта пӗр-пӗр ют çӗршыв çынни хăнана килет. Канмалли кунсене сывлăш уçă çӗрте ирттермелле е çывăхри пӗр-пӗр хулана кайса килмелле.
 
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Çăлтăрсем уçлăхра мӗнле вырнаçса тухнине сăнасан Тарасасен çак эрнере пурăнмалли лаптăкне анлăлатма май пур тесе каламалла. Çак тӗллевпе юсав тума тытăнни пит лайăх. Çавăн пекех урăх çӗре, хулана, çӗршыва куçма аван вăхăт. Кăçал сирӗн пӗр-пӗр çӗршыва кайса килмеллех.
 
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Сирӗншӗн уйрăмах ăнăçлă эрне ку. Хăшӗсем хӗрӳллӗн юратса пăрахаççӗ, ытти Скорпионсем унчченхинчен  телейлӗрех туйӗç хăйсене, пултарулăх ӗçӗсемпе аппаланас туртăм çуралать вӗсенче. Сирӗн паллăпа çуралнисем укçа тăкаклама юратаççӗ, астаракан вăйăсенче ăнмасть вӗсене. Ку эрнере вара пач урăхла, выляса илме шанăç пур.
 
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эсир ку эрнере пысăк ту хысакне аса илтеретӗр, сире шутланинчен айккине пăрма çук халь – тӗллев патне çитме пуçра кашни утăма тӗплӗн шутласа хунă. Халь эсир хуть мӗнле ӗçе те çăмăллăнах пурнăçлатăр. Харăсах темиçе ӗç илсе пырсан та ывăннине туймастăр. Анчах сирӗн малтанах мӗн чухлӗ ӗçлесе илессине пӗлсе тăмалла.

 ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çак вăхăт сирӗншӗн интернетпа, массăллă хыпар хатӗрӗсемпе çыхăннă. Шутланисене пурнăçлама вăхăт Ту Качакин, укçа-тенке реклама кампанине хывни усăллă. Тавар туса кăларакансен çӗнӗ продукци кăларма тытăнмалла е халичченхин рекламине çӗнетмелле.
    
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Халь сирӗн ăнăçу тапхăрӗ пуçланать, авторитетăр ӳсет. Шывтăкан зодиакăн чи ӗлккен палли, алмаз текен хаклă чулпа танлаштарма пулать ăна. Пуш уйăхӗн пӗрремӗш эрни вара çак алмазран бриллиант ăсталать. Ку эрнере эсир пурнăçа туллин, юратса йышăнатăр, шавлă ушкăнсемпе савăнса ирттеретӗр. Музейсене, театрсене çӳресен хăвăр валли нумай çӗннине, интереслине тупатăр.
 
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III.
Финанссем енчен çитӗнӳ тума шанăç пулать, кӗске вăхăт кăна, çавăнпа иккӗленсе вăхăта сая ямалла мар. Эсир яланах хăвăра мӗнпе-тӗр савăнтарма пӗлетӗр. Çак кунсенче лавккасем сире кӗтсех тăраççӗ, савăнмаллисем пайтах тупма пулать вӗсенче. Пулăсен паллипе çуралнисем пӗр пысăк япала туяниччен темиçе теçетке вак-тӗвек туянма хатӗр. Халь вара сирӗн енчӗкӗрте пысăк япала туянма та çителӗклех укçа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев