Сувар

Эрнерен эрнене

ВĂКĂРСЕНЕ вăрăм çул кӗтет. ХӖРСЕН ӗç картлашкипе хăпарас шанăç пур. ШЫВТĂКАНСЕМПЕ тӗрлӗ кӗтменлӗхсем пулӗç...

ТАКА 21.III – 20.IV. Çак тапхăрта укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ пит çирӗпех мар. Ӗçре те, харпăр хутшăнусенче те йывăрлăхсем пулӗç. Юратнă япалана çухатма пултаратăр. Телее, эрне вӗçне йăлт йӗркеленет. Ыр çынсем çухатăва тупма пулăшӗç. Юратнă çынпа пӗр-пӗрне лайăхрах ăнланма тытăнатăр. Специалист мар çынсен канашӗсене ан итлӗр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V. Творчествăлла хавхаланупа урăх хулана е ют çӗршывах çула тухма пултаратăр. Халиччен пулман япалапа çыхăннă проект пуçарма май пулать. Ку пысăк укçа ӗçлесе илме пулăшӗ. Вак-тӗвексене ытларах тимлӗх уйăрнипе калăпăшлă шухăшлаймастăр. Кăштах канса илмелле е пӗлекен çынсенчен канаш ыйтăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Çемьери хутшăнусен балансӗ арканни тавлашусемпе е хирӗçтăрусемпе çыхăннă. Е кам-тăр юри çапăçтарать. Пӗр-пӗрне илтме тăрăшăр, пӗрре чей ларса лăпкăн калаçни пулăшӗ. Илӗртмӗш хыççăн ан кайăр, авантюрăсемпе ан çыхланăр. Капла укçăра çухатма пултаратăр. Чуна тасатма пулăшакан ырă ӗçсем тăвăр.

РАК 22.VI – 22.VII. Çак тапхăрта вăй-хал ытлашшипех пулӗ. Пăшăрханусен йӗрӗ те юлмӗ, çӗнӗ идейăсем çуралаççӗ. Юлташăрсем хăйсем çинчен ăнсăртран аса илтерӗç, хăнана килме пултараççӗ. Маннă ӗç патне таврăнма тивӗ. Финанс енӗпе çитӗнӳсем савăнтараççӗ. 

АРĂСЛАН  23.VII – 23.VIII. Ӗçченлӗхпе çине тăраслăха пула темле ӗç те туса ӗлкӗретӗр. Пуçлăхсем тӗлӗнсе тăрӗç. Финанс лару-тăрăвне лайăхлатма çӗнӗ мелсем тупатăр. Сиртен никам та иртеймӗ. Çывăх вăхăтра тăванăрсен пулăшăвӗ кирлӗ пулӗ, хутшăнусене ан пăсăр. Юратнă çын патне туйăмсем тӗрлӗрен пулӗç. 

ХӖР 24.VIII – 23. IX Ку эрнере ларса тăма вăхăт пулмӗ. Профессире çитӗнӳсем тăватăр, капла должноçпа ӳсесси те инçе мар. Творчествăлла хавхалану тӗк ларма памӗ. Начар пӗлнӗ çынсене пит ан шанăр, вӗсем харпăр усăшăн сирӗнпе усă курма тăрăшӗç. Хăвăрăн туйăмсене, шалти сисӗме итлӗр.

Реклама

ТАРАСА 24.IX – 23.X Çак тапхăрта илӗртӳлӗх ӳснипе сирӗнпе пурте интересленӗç, хыçран çӳрекенсем те пулӗç. Çакăнпа усă курса юлма тăрăшăр: карьера тума, харпăр ӗçе малалла яма. Финанс проблемисене татса пама пулăшакан авторитетлă çынпа туслашма май пур. Ӗç çинчен кăна шутланипе юратнă çын çилленме пăхӗ, ун валли те вăхăт тупăр. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI Ку эрнере активлăх çӳллӗ шайра пулать. Профессире пысăк çитӗнӳ тума пултаратăр. Должноçпа ӳсесси те инçе мар. Творчествăлла хавхалану пурри пултарулăха тӗпчеме хистет. Сахал пӗлнӗ çынсене ан шанăр, вӗсем тӗрӗс çултан пăрма тăрăшӗç. Укçа-тенкӗпе перекетлӗ усă курăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Ку эрнере финанс лару-тăрăвӗ майлашăнать. Парăмсем, кредит пулнă-тăк – парса татаятăр. Юратнă çын нумай пулăшӗ. Аслă тăванăрсене итлӗр, пурнăçа пӗлнипе вӗсем ăсчахран та ирттереççӗ. Пӗр чӗлхе тупма пӗлни документсемпе çыхăннă кăткăс ӗçе пурнăçлама пулăшӗ. Пуçлăхсемпе хутшăнусем аван, должноçпа ӳстерессе кӗтӗр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Ку вăхăтра иккӗленӳллӗ шухăшсем, пăшăрханусем пулӗç. Ӗç, карьерăпа ӳсессин кирлӗлӗхӗ пирки иккӗленме тытăнатăр. Çапах та лару-тăру çине тăрă куçпа пăхма тăрăшăр, кӗрешӗве тухма вăхăт. Харпăр пултарулăха туллин кăтартма тăрăшăр. Юратнă çынна тимлӗх уйăрма ан манăр, унсăрăн вăл сире пурпӗрех тесе шутлама пуçлӗ.   

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Ку эрнере парнесемпе тӗрлӗ кӗтменлӗхсем пулса иртӗç. Ӗçри лару-тăрăва урăхларах йышăнма тытăнни карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Çывăх юлташăр хăйӗн туйăмӗсем çинчен пӗлтерӗ. Профессире йăлт хăй йӗркипе, планпа пурнăçланса пырать.  

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Çак тапхăрта пысăк улшăнусем пулса иртӗç. Хӗрсене качча тухма чӗнекенсем пулӗç, каччăсен авланас шухăш çуралӗ. Ӗç вырăнне улăштарса урăх çӗре пурăнма куçма та пултаратăр. Çапах савнă çыннăра лайăх тӗрӗслӗр, унпа ӗмӗр пурăнма тивӗ. Çынни сирӗн-и?

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: