Хӗрсене шăпана улăштарма пултаракан тӗлпулу кӗтет
Эрнелӗх гороскоп 02.11 – 08.11
ТАКА 21.III – 20.IV
Пулăмсемпе тулли, анчах кăткăсрах эрне. Ӗçри çирӗплӗх тата амбициллӗ пулни проектсене ăнăçлă вӗçлеме пулăшӗ. Тахçанхи проблемăна татса пама тивӗ. Ӗçлӗ тӗлпулусене эрне вӗçнелле хăварăр. Кӗçнерникун укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăхланӗ. Савни е мăшăр хăйне тимлӗх уйăрманнипе чăркăшма пултарӗ, канмаллие пӗрле ирттерӗр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ӗмӗтленнисем пурте пурнăçланманнипе сăмсана усни лару-тăрăва çивӗчлетӗ кăна. Хуть мӗнре те ыррине курма вӗренӗр. Сисмӗр те пурнăç аван енне улшăнӗ. Юратăва сӳнме ан парăр, савние е мăшăра мӗн хурлантарнине ыйтса пӗлӗр. Финанс лару-тăрăвӗ çирӗп, укçана бизнес-проекта хурасси çинчен шутласа пăхăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере интереслӗ те усăллă ӗçлӗ сӗнӳ тăвакан тупăнӗ. Çӗнӗ идейăсене сӳтсе явмалли чи лайăх кун – кӗçнерникун. Кӗтмен хăнасем килме пултарӗç, вӗсене ăшшăн йышăнăр. Харăсах темиçе проектпа ӗçлени ăнать, тупăшӗ те пулӗ. Юратура романтика та, çепӗç туйăмсем те пулӗç.
РАК 22.VI – 22.VII
Творчествăпа çыхăннă профессипе ӗçлекенсене, медицина ӗçченӗсене ăнать. Пысăк профессиллӗх кăтартма май пулӗ. Тӗрӗс суйлав туни финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшӗ, хушма тупăш тума май пур. Юратура халиччен парăнман «крепоçсене» парăнтаратăр.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Чăрмавсене çӗнтерес тесе ан васкăр, хăвăра кăна начар тăватăр. Вак ӗçсене тимлӗхе илӗр, кăмăла кайман тӗлпулăва ан çӳрӗр. Юнкун вырăнтан та хускатайман ыйтăва татса пама пулӗ, çитӗнӳ те тăватăр. Харпăр пурнăçа улăштарас тесен – халӗ пуçăнăр. Ют çӗрте пурăнакан савни патне куçса кайма шут тытатăр.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Тӗллеве пурнăçлассинче тӗп вырăнта информаци пулӗ. Анчах ăна малтан лайăх тӗрӗслӗр. Ытларикун харăс темиçе ӗç тума тивӗ, уссине кăшт каярах туйса илетӗр – шалу илнӗ чух. Юратури проблемăсем хăйсемпе хăйсемех пӗтеççӗ. Шăпана улăштарма пултаракан тӗлпулу пулӗ. Ӗç енӗпе интереслӗ сӗнӳсем пулӗç.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Карьерăпа çыхăннă проблемăсем тӗп вырăнта пулӗç. Ыттисен йывăрлăхӗсене хăвăра ан илӗр, унсăрăн лартнă тӗллевсене пурнăçлаймăр. Финанс сферинче авантюрăсене, иккӗленӳллӗ проектсене ан хутшăнăр. Юратура вăрçăнни те, кӳренни те, кӗвӗçӳ те пулӗ. Шăматкун шăпаллă тӗлпулу пулма пултарать.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере ӗçре çӗнӗлле тата хăвăрт шутлани кирлӗ пулӗ. Сирӗн идейăсем пысăк укçа ӗçлесе илме пулăшӗç. Хăш-пӗрне пысăк должность сӗнме пултараççӗ. Харпăр пурнăçа лайăх енне улăштарма пултаракан шăпаллă йышăну тума пултаратăр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Активлă пулни хуть хăш сферăра та çитӗнӳ тума пулăшӗ, анчах «çăлтăр» чирӗпе чирлесе каяс хăрушлăх пур. Теорири çитӗнӳсене практикăпа çирӗплетме тивӗ. Финанс сферинче пысăк çитӗнӳ тума май пур. Шăматкун çемьепе ирттерме вăхăт тупăр. Çывăх çынсене вăйпа хăвăр шухăша ан йышăнтарăр. Юратури хутшăнусем черчен, вӗсене вăрçăнса ан амантăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Харпăр пуласлăхпа çыхăннă кирлӗ йышăну тума тивӗ. Йывăрлăхсемпе чăрмавсене çӗнтерме çине тăма, усăллă çыхăнусемпе усă курма тивӗ. Ыттисен шухăшне те тӗпе хурăр. Эрне варринче пысăк укçа илме май пур. Хăвăра айккинчен пăхни юратури хутшăнусене çӗнетме пулăшӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере туйăмсен тӗрӗслевӗ витӗр тухма тивӗ. Ку хăвăршăн хаклă çынпа уйрăлма тивнипе çыхăнма пултарать. Ӗçре вак-тӗвекпе вăхăта ирттермесен çитӗнӳ пулатех. Çемье проблемине пула плансем улшăнӗç. Финанс сферинче çӗнӗ шая тухма, юратура ӗмӗтленме пăрахса татăклă утăм тума вăхăт çитнӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Харпăр çитменлӗхсемпе мирлешме хатӗр чухне ыттисенчен те нумай ан ыйтăр. Провокацисене ан хутшăнăр, хăвăрпа усă курма та ан парăр. Пысăк укçа ӗçлесе илме май пулӗ – шанăçа ан вӗçертӗр. Юратури хутшăнусем çӗнелеççӗ, канмаллисене романтикăлла ирттерме тăрăшăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев