Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пӗтӗмлетӳсем тумалли эрне

Эрнелӗх гороскоп 03.05 – 09.05

ТАКА 21.III – 20.IV
Пӗтӗмлетӳсем тумалли эрне. Маларах ӗçленишӗн тинех тӳлӗç. Ертӳçӗсем пултарулăха кура хаклӗç. Ӗçлӗ килӗшӳ туни малашне ăнăçлă проект пуçлама пулăшӗ. Харпăр пурнăçра та улшăнусем пулаççӗ. Ӗçлӗ хутшăнусем романтикăлла çыхăнăва куçӗç.  

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Юрату тӗп вырăнта пулӗ. Халӗ кампа та пулин паллашни, юратса пăрахни нумайлăха. Уйрăмах ку хӗрсемпе хӗрарăмсене пырса тивет. Юлташсем кӗтмен парне тăвӗç. Сывлăхăра упрăр, шăнса пăсăлма пултаратăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере хăвăра питӗ лайăх туятăр. Вăй-халпа харизма сирте тапса тăрӗ. Творчествăри пултарулăх та пысăк, халиччен палăрман талант çиеле тухӗ. Малашне ку укçа ӗçлесе илме те пулăшать. Килӗр хăнаран татăлмӗ. Юратура та ăнăçу хуçаланать. Савнă çын тинех сире асăрхама пуçлӗ.  

РАК 22.VI – 22.VII
Çак тапхăрта сире пур енчен те пулăшма тăрăшӗç: аçăр-аннӗр те, юлташсем те, ӗçтешсем те. Лайăх канаш паракансем пулӗç. Ӗçре дисциплина енӗпе хытă ыйтӗç. Документсене тирпее кӗртӗр. Ку тӗрлӗ пăтăрмахсенчен сыхласа хăварӗ.
 
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Харпăр пурнăçра та, профессире те çитӗнӳ тăватăр. Сирӗн вăй ку вăхăтра – сăмахра, унпа усă курса нумай тӗллеве пурнăçлатăр. Ӗçлӗ калаçура лару-тăрăва хăвăра кирлӗ пек çавăрма пултаратăр. Анчах оппонентсене ытлашши ан хӗсӗр, кунта чеерех пулни усăллăрах.
     
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Çак тапхăрта малашнехи шăпана витӗм кӳме пултаракан задачăсене пурнăçлама тивӗ. Сăпайлă, чăтăмлă, вашават пулăр, дисциплина çинчен те ан манăр. Ыркăмăллăх енӗпе ӗçлени кăмăл-сипет енчен аталанма пулăшӗ. Чунра мӗн пулса иртни – тӗп вырăнта, тӗп япалана курма вӗренӗр.   

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрнере профессире те, юратура та ăнать, лартнă тӗллевсене пурнăçлатăр. Хăш-пӗрне интереслӗ паллашу кӗтет. Пӗри Турă çырнипе паллашӗ, тепри çывăх тус тупӗ. Планра пулман ӗçлӗ çулçӳрев кӗтет, ку профессири ӳсӗмшӗн кирлӗ пулӗ.   

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
 Пуринчен ытла тупăш ӳсни савăнтарать ку эрнере. Нумайăшӗн ӗçлесе илме хушма майсем тупăнӗç. Укçа-тенкӗ хушăнни ӗмӗтленнӗ япаласене туянма пулăшӗ. Эрнене лайăх планласан пур çӗре те ӗлкӗретӗр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Активлă тапхăр. Сирте тӗллев патне ниме пăхмасăр утма хистекен хавхалану пысăк пулӗ. Шалти вăй-хала хăвăрта ан тытăр, унсăрăн вăл сире тӗп тума та пултарать. Ку вăхăтра спортпа аппаланни усă кӳрет, кăмăлăра та лăплантарӗ. Кил-çурта тирпейлеме, хăтлăх кӳме аван вăхăт.
 
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Кӗске командировкăсене çӳреме ăнăçлă тапхăр. Ӗçпе çыхăннă канаш­сене тимлӗхе илӗр, вӗсем усăллă пулӗç. Çав вăхăтра харпăр пурнăç çинчен те ан манăр. Юлташсемпе тӗл пулăр, пӗччен-тӗк – кампа та пулин юрату çавăрттарса ярăр. Çемьеллисен кил-тӗрӗшпе çыхăннă ӗçсене тума аван вăхăт.  

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
 Ку эрнере кил валли кирлӗ япаласем туянма тăрăшăр. Сывлăхăра упрăр, ытларах канăр. Йогăпа, пилатеспа аппаланнин усси пулӗ. Ӗçре ытлашши ан хӗвӗшӗр. Çывăх çынах сутма пултарӗ, асăрхануллă пулăр. Юратура та лăпкă. Инçетрен хыпар çитӗ.  

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
 Пурнăçăр кӗтмен çӗртен улшăнма пултарать. Ырă пулӗ-и вăл е начар – хальлӗхе паллă мар. Тапса тăракан вăй ӗçлеме хавхалантарӗ, илӗртӳллӗ малашлăха пула теветкелленме те хăрамастăр. Çынсене тӗлӗнтерес тени таврара тӗрлӗ шухăш çуратӗ. Харпăр пурнăçра кулянмалли сăлтав пулсан та пуçăра ан усăр, ку вăхăтлăха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев