Вӑкӑрсем патне канмаллисенче тӑванӗсем килме пултараҫҫӗ
Эрнелӗх гороскоп 05.10 – 11.10
ТАКА 21.III – 20.IV
Эрне пуçламăшӗ хӗвӗшӳллӗ те ӗçлӗ пулать. Ӗç нумай, вӗсене кӗске хушăра пурнăçлама тивӗ. Лартнă задачăсене пурнăçласан çывăх вăхăтра должноçпа ӳстерессе е преми парасса кӗтӗр. Эрнен иккӗмӗш çурринче çемьере тавлашу пулма пултарать. Сăлтавӗ – ытларах вăхăта ӗçпе е хоббипе ирттерни. Канма вăхăт тупăр. Пӗчченнисене романтикăлла тӗлпулу кӗтет.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тунтикунах укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлатма май пулӗ. Пысăк япала туянма, кредит илме пултаратăр. Калаçушăн уçă пулнипе паллашусем йышланӗç. Пӗчченнисен кӗтмен çӗртен мăшăр тупас шанăç пур. Юлташсене е тăвансене пулăшу кирлӗ пулӗ. Канмаллисенче тăвансем хăнана килме пултараççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Вăй-хал та пур, кăмăл та савăк. Çак кунсенче чи кăткăс ыйтусене татса пама пултаратăр. Хусахсене ăнать, сирӗн çине пăхакансем нумай. Кӗçнерникунран пуçласа хушма тупăш тăвасси çинчен шутлăр, собеседованисене çӳрени ăнать. Ӗç вырăнне улăштарма май пур. Харпăр пурнăçра ырă улшăнусем кӗтӗр.
РАК 22.VI – 22.VII
Лайăх тапхăр. Харпăр пурнăçа ырă енне улăштарма майсем пулӗç. Иккӗленме пăрахса хăюллăн лартнă тӗллевсене пурнăçлама тытăнăр. Юратура тахçанах кӗтнӗ ырă улшăнусем пулӗç. Пӗчченнисем тинех савни тупса тӗлпулусене çӳреме тытăнаççӗ. Финанс сферинче питӗ лайăх хыпар пулӗ, пуйма май пур.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ӗçре тавлашуллă самантсенчен пăрăнма тăрăшăр. Тавлашусене, пуçлăха хирӗç кавара ан хутшăнăр. Эрне варринче юлташсемпе тӗл пулни усăллă пулать. Пăрахăçланă ӗçсене вӗçне çитерме тивӗ. Отпуск илсе канма кайни сывлăха çирӗплетме пулăшӗ.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Патшалăх службисемпе тата инстанцийӗсемпе çыхăннă ыйтусем ăнаççӗ. Эрне варринче бизнеспа харпăр пурнăçра пӗлтерӗшлӗ мероприятисем планламалла мар. Обществăлла ӗçе хутшăнни тавракурăма ӳстерме, усăллă çыхăну йӗркелеме пулăшӗ. Сывлăхăра упрăр, шăнса пăсăлма пултаратăр.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрнере мӗшӗлтирех те хăюсăртарах пулатăр. Кăмăл та сӳрӗк. Ӗçре çӗнӗ тивӗçсене хăнăхма тивӗ. Командировкăна кайни, ӗçлӗ тӗлпулусем ăнаççӗ. Карьерăшăн çунакансене наянлăхпа кӗрешме тивӗ. Тавлашусене ан хутшăнăр. Вырсарникуна чи çывăх çынпа ирттерӗр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эрне пуçламăшӗнче хăвăра сапăр тытма тăрăшăр. Ăнсăртран каланă сăмах çывăх çынпа, пуçлăхпа хутшăнусене пăснисӗр пуçне карьерăпа ӳсме те чăрмантарӗ. Хăвăр пуçаруллă пулсан пур енӗпе те ăнса пырӗ. Бизнесменсен пысăк заказ илме шанăç пур. Апат енӗпе тирпейлӗ пулмалла.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çак тапхăрта эсир пуш ӗмӗтсемпе тата плансемпе пурăнатăр. Харпăр пурнăçра та савăнмалли нумай мар. Бизнесменсен ӗçлӗ тӗлпулусене урăх вăхăта куçарсан аванрах. Ыттисен ӗçри лару-тăрăвӗ те улшăнусемсӗр. Ку эрне канма, медитаци тума аван. Юратури хутшăнусем те лăпкă.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрне харпăр пурнăçа йӗркелеме ăнăçлă. Пӗчченнисен хăюллăрах пулса мăшăр шырама пуçламалла. Сирӗнпе паллашас текенсем пур. Пур енӗпе те асăрхануллă пулăр. Уйрăмах финанс сферинче. Информаципе тӗплӗн паллашмасăр алă ан пусăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Çак тапхăрта кăшт çемçерех пулма тăрăшăр, уйрăмах юратнă çынпа. Унсăрăн вăрçăнма пултаратăр. Ӗçлӗ, юратуллă хутшăнусем ăнаççӗ. Çемьеллисен мăшăрне тимлӗх уйăрмалла. Хăш-пӗрин ӗç вырăнне улăштарма е тупăша ӳстерме май пулӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере пит ӗçчен пулмалла. Вара ăнăçу та айккипе иртмӗ. Мăшăр шыракансен пулас савнин çирӗп критикине илтме тӳр килӗ. Эрне вӗçленнӗ çӗре харпăр пурнăçри лару-тăру йӗркеленет, эсир хăвăра телейлӗ туятăр. Канмаллисене туссен хушшинче ирттерни савăнăç кӳрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев