Сувар

Гороскоп

  • 17 мая 2018 - 16:24
    14.05 – 20.05. Йӗкӗрешсем, вăхăта ан васкатăр
    Ку эрнере çăлтăрсем мӗн калаççӗ?
    321
    0
    0
  • 4 мая 2018 - 06:35
    07- 13.05 Эрне ырă самантсемпе савăнтарӗ
    ТАКА 21.III - 20.IV Пулăмсем калейдоскопри тӗслӗ кӗленчесем евӗр улшăннă пек туйăнӗç, çапах пӗлсе хăтлансан хăвăра кирлӗ пек тӗрӗлеме пулӗ. Ан васкăр, ан пăлханăр - йăлт майлашăнӗ. Ӗçре те, килте те васкаса йышăнусем ан тăвăр. Лару-тăрăва тӗрӗс хаклайманнипе йăнăшма пултаратăр. Эсир ывăннă, отпуска кайсан та юрать. ВĂКĂР 21.IV - 20.V...
    225
    0
    0
  • 23 апреля 2018 - 09:50
    23.04 – 29.04.Ухăçăсен тупăшӗ ӳсет.
    ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере нумайăшне укçа-тенкӗ ыйтăвӗсемпе ӗçлеме тивет, хăш-пӗриншӗн вăл тӗп ӗç пулса тăрӗ. Çапах парăма ан кӗрӗр, ытларах ӗçлӗр. Карьерăпа ӳсме майсем, должноçа улăштарасси пирки сӗнӳсем пулӗç. Тӗллев лартса ăна пурнăçлас текенсене ăнать. Аçăр-аннӗрпе хутшăнусене лайăхлатма аван вăхăт. Санаторие кайса кансан та пăсмӗ. ВĂКĂР 21.IV -...
    230
    0
    0
  • 16 апреля 2018 - 10:58
    16.04 – 22.04. Çăлтăрсем мӗн калаççӗ?
    ТАКА 21.III - 20.IV Лайăх эрне, уйрăмах укçа енӗпе. Çăлтăрсем эрне тăршшӗпех укçа кӗрсе тăрасса шантараççӗ. Тахçанах ӗмӗтленнӗ япалана туянма пултаратăр. Харпăр пурнăçа ырă улшăнусем кӗртме тăрăшăр. Вӗренме, канма кайма, паллашусемшӗн те ăнăçлă вăхăт. Çынсемпе хутшăнусем ырă. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере харпăр аталанăва тимлӗх уйăрмалла. Спортзала çӳреме пуçлани...
    233
    0
    0
  • 30 марта 2018 - 09:58
    02.04 – 08.04. Арăслансем, савăнăр – ăнăçу сирӗн енче!
    ТАКА 21.III - 20.IV Сире çăмăл мар, анчах интереслӗ те тулли эрне кӗтет. Финанс лару-тăрăвне лайăхлатас тесен укçăра ăçта та пулин ăнăçлă хывасси пирки шутлăр. Сăпайлăх çинчен манса витӗмлӗ çынсемпе хăвăрăн планăрсене сӳтсе явăр. Канмалли кунсем çулçӳревсемшӗн ăнăçлă, хăш-пӗри чăматанӗсене пуçтарма тытăнӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ыттисен проблемисем ăшне ан...
    247
    0
    0
  • 18 марта 2018 - 15:16
    Çитес эрнере (19.03-25.03) мӗн кӗтет?
    ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере ыттисен проблемисене татса парса вăхăтăра ан пӗтерӗр - хăвăрăн та çителӗклӗ. Ӗçре ӗç парса тултарӗç, ытларикун партнерсемпе çыхăнусем йӗркелеме тивӗ. Эрне варринче канса илсен те юрӗ. Çемьепе пӗрле вăхăта ирттерме тăрăшăр. Канмаллисенче романтикăлла тӗлпулусем ăнаççӗ, юратнă çыннăр савăнтарӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта...
    226
    0
    0
  • 5 марта 2018 - 09:14
    05.03 – 11.03.Тарасасен юлташсене йăлт каласа памалла мар
    ТАКА 21.III - 20.IV Çитес уяв эрнинче кӗтни пурнăçланмасса та пултарать, çавăнпа ытлашши ӗмӗтленмесен те юрӗ. Кăмăла çӗклес килет-тӗк, хăвăрăнах тăрăшма тивет. Ку вăхăтра канма кайсан аванрах пулӗ. Тӗп вырăнта çывăх тăвансем пулӗç, вӗсене яланхинчен ытларах пулăшма тивӗ. Укçа-тенкӗ енӗпе кӗтни пулмӗ, хăшӗсем ӗç улăштарасси пирки шутлама пуçлӗç. ВĂКĂР 21.IV...
    218
    0
    0
  • 26 февраля 2018 - 06:24
    26.02 – 04.03. Арăслансен чӗннӗ çӗре каймалла
    ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере хăвăртан килмен лару-тăрăва пула плансем улшăнсах тăрӗç. Çакна лăпкăн йышăнса çӗнӗлӗхсене хăвăрт хăнăхатăр. Ӗçри задачăсене татса пама чи ăнăçлă кунсем - юнкунпа кӗçнерникун. Укçа-тенкӗ енӗпе хальлӗхе çаплипех юлӗ. Планпа çула тухасси те путланать. Юратура вара çав тери лайăх, мăшăрăр сире çур сăмахранах ăнланать. ВĂКĂР...
    237
    0
    0
Реклама