Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Элметре «Учӳк» иртрӗ

Кăçалхи Учӳк нихçанхинчен те вырăнлăрах пулчӗ-тӗр, мӗншӗн тесен иккӗмӗш эрне республикăра шăрăх çанталăк тăрать – ӳсен-тăрана çумăр кирлӗ. Элметсен кӗлли çитессе пурте хытă шанса тăратпăр.

Кама леш енчи тӗне кӗмен чăвашсен çулленхи «Учӳк» фестивальне элметсем июнӗн 30-мӗшӗнче ирттерчӗç. Авалхи йăлана пăхăнса  яланхи пекех халӗ те çутçанталăк туррисенчен ырă çанталăк, лайăх тухăç, çемьене тăнăçлăх, выльăх-чӗрлӗх ăнса пыма, ял çийӗн усал-тӗселе сирме ыйтрӗç.

Кăçалхи Учӳк нихçанхинчен те вырăнлăрах пулчӗ-тӗр, мӗншӗн тесен иккӗмӗш эрне республикăра шăрăх çанталăк тăрать – ӳсен-тăрана çумăр кирлӗ. Элметсен кӗлли çитессе пурте хытă шанса тăратпăр. Йăлана вӗсем лайăх чухлани иккӗлентермест, мӗншӗн тесен ватти çамрăкраххине вӗрентсе пырать. Шăпах çавăнпа паянхи кунччен упранса юлнă та йăла. Фестивалӗн тӗп мешехине ялти хисеплӗ ватăсем Зинаида Ильмукова, Ольга Васильева тата Петр Тухтаманов хӗвел тухсанах кӗлӗ вуласа ирттерчӗç. Хăнасем килнӗ çӗре кăвайт çинчи хурансенче учӳк пăтти вӗреме те кӗнӗччӗ ӗнтӗ. Сăмах май, Учӳк валли вăкăра кăçал патраклăсене ял халăхӗ, вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Н.В.Леонтьевпа вырăнти ЧНКЦ председателӗ И.И.Альмукова тата ТР ЧНКА  туянма пулăшнă.

Патраклăсем XII фестивале те асра юлмалла илемлӗ ирттерес тесе сахал мар тăрăшни сисӗнет. Ютран килекен артистсен концерчӗ çине кăна шанасси йăлара мар вӗсен. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, вырăнти Культура çурчӗн ӗçченӗсем ял çыннисемпе пӗрле ял мӗнле пуçланса кайнине театрализациленӗ постановкăра кăтартнăччӗ. Район администраци пуçлăхне çӗнӗ хăта туса чăваш кӗпи те тăхăнтарнăччӗ. Кăçал вара вырăнти халăхăн  çулталăк çаврăнăшӗнчен килекен уявӗсен мӗнпур йăлине, çав шутра хӗлле иртекеннисене те, хатӗрленӗ. Элмет сăрчӗ вăл клуб сцени кăна мар çав, çутçанталăк ытамӗнче лартнă постановка тата ӗнентерӳллӗрех пулса тухать, чуна тивет. Маттур элметсем, пултараççӗ.

Пухăннисене ТР Халăхсен ассамблейин председателӗн çумӗ Н.М. Владимиров, Элмет муниципаллă район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ А.Н.Подовалов, Элмет муниципаллă районӗн Ӗçтăвком ертӳçин ял хутлăхӗсен ӗçӗсем енӗпе çумӗ О.Н.Шабалин, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин пулăшуçи С.В. Садыкова, Челябинскри «Креативная команда «Кадэрне» çамрăксен организацийӗн ертӳçи А.А.Тельцов тата ыттисем саламларӗç.  

Тӗне кӗмен чăвашсен фестивальне хутшăнма кăмăл тунă пултарулăх ушкăнӗсем те сахаллăн марччӗ. Вӗсем Элмет, Лениногорск, Аксу районӗсенчен, Самар облаçӗнчи Шунтал районӗнчен, Челябинск облаçӗпе Мускавран пурӗ 14 пултарулăх ушкăнӗ килнӗччӗ. 

Кăвайт çинче пăтă пиçиччен сахал мар юрă-кӗвӗ парнелерӗç вӗсем куракансене. 

Фестивалӗн кульминацийӗ, паллах, пурте пӗрле пăтă çини. Ваттисем çырма тӗпне анса кӗлтуса Турăсене пăтăпа сăйласан, черет халăха çитет. Йăла тăрăх, Учӳк пăттине тутанмасăр кунтан пӗр çын та каймасть. Сăваплă апата пурте пӗрле çини йăлан пӗлтерӗшне тата ӳстерсе малашне те пӗрле, туслă пурăнассине, Турăсем вара пур енчен те пулăшса пырассине пӗлтерет. (И.Степанова сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана