Этно-стильпе ӗçлеме вӗренмелле
«Паха тӗрӗ» фабрикăн коллекцине епле тӗрӗсрех хакласа калам-ши? Çемçерех каласан, дизайнерсем этностильпе пит ӗçлеме пӗлмеççӗ. Чăваш халăх тумне пӗлменнисемшӗн, куракансемшӗн ӗнтӗ, вăл интереслӗ пулчӗ-тӗр. Тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç кӳршисене тутарстансем. Авалхи чăваш тумне ун конструкцине, тӗррине пăсмасăр çӗлеме пӗлеççӗ. Ку тумсем сцена çине тухма, наци уявӗсенче тăхăнма питӗ те вырăнлă. Ку енӗпе мухтас килет. Анчах светски тума, паянхи мода тенденцийӗсене пăхăнса этно-стильпе тумтир çӗлеме пӗлмеççӗ. Те вӗреннӗ дизайнерсем çук, те ăсталăхӗ çителӗксӗр. Этно-стильпе тунă чăваш тумӗ темле рокко-барокко майлă.