фото

Лениногорскри «Шурă хурăн» – 35 çулта

Çак кунсенче Ленигорскри чăвашсен «Шурă хурăн» фольклор коллективӗ 35 çул тултарнине паллă турӗ

 ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Г.Салдовников ертсе пыракан ансамбль 2008 çултанпах Халăх ансамблӗ ята çӳле тытать. 

Çак кунах районоти чăвашсен наципе культура центрӗ суйлавпа отчет пухăвӗ ирттерчӗ. Пухăннисем пӗр саслăн ЧНКЦ председателӗ пулма Ольга Владимировна Таймухинана суйларӗç. Халиччен вырăнти чăваш обçествине ертсе пынă Ольга Александровна Орлова çӗнӗ ертӳçӗне пулăшса пыма пулчӗ.

Нет комментариев