Наукăпа практика конференцие Шупашкар, Ульяновск, Красноярск, Анапа, Тюмень делегацийӗсемпе пӗрле тутарстансем эпир те хутшăнтăмăр. Чăваш историйӗпе культурине нумай тӗпченӗ ăсчаха, техника наукисен докторне, профессора, РФ нефтьпе газ промышленноçӗн тава тивӗçлӗ ӗçченне, ЧР Патшалăх премине икӗ хутчен тивӗçнӗ Василий Васильевич Николаева халалланă наукăпа практика конференцийӗ унăн тăван Чăваш Хурамал ялӗнче кашни виçӗ çулта пӗрре иртет.
Поделитесь с друзьями
0
0
Нет комментариев