Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Çарăмсансем тӗлпулура

( Константин Малышев). Çарăмсан ентешлӗхӗ 25 çул тултарнине иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанти Карим Тинчурин ячӗллӗ театрта паллă турӗç. Унта Çарăмсан районӗнчи культура тата вӗрентӳ тытăмӗнче, спорткомитетра, мемориал центрӗнче, историпе таврапӗлӳ музейӗнче ӗçлекенсенчен тăракан пысăк делегаци килнӗччӗ. Ăна район пуçлăхӗн çумӗ Миляуша Батыршина ертсе пычӗ. Уяв фойерех пуçланчӗ. Кунта тӗрлӗрен куравсем,...

( Константин Малышев). Çарăмсан ентешлӗхӗ 25 çул тултарнине иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанти Карим Тинчурин ячӗллӗ театрта паллă турӗç. Унта Çарăмсан районӗнчи культура тата вӗрентӳ тытăмӗнче, спорткомитетра, мемориал центрӗнче, историпе таврапӗлӳ музейӗнче ӗçлекенсенчен тăракан пысăк делегаци килнӗччӗ. Ăна район пуçлăхӗн çумӗ Миляуша Батыршина ертсе пычӗ. Уяв фойерех пуçланчӗ. Кунта тӗрлӗрен куравсем, интерактивлă вырăнсем ӗçлерӗç. Ентешӗсене хăналама районтисем нумай кукăль-пӗремӗк пӗçерсе килнӗ, чейпе сăйлаççӗ.

Çак театра тӗлпулу валли çарăмсансем ахальтен суйласа илмен, кунта Раççей тата Тутарстан халăх артисчӗ Наиль Шайхутдинов нумай çул ӗçленӗ. Вăл обществăлла организаци ӗçне хастар хутшăннă, Тинчурин театрӗ вăхăтӗнче хулара пурăнакан çарăмсансемшӗн штаб-квартирăна çаврăннă. Çавăнпа та çак тӗлпулăва та ăна асăнса пуçларӗç.Хальхи вăхăтра Çарăмсан ентешлӗхне Рушания Саубанова ертсе пырать.

Çарăмсан районӗнче туслăхра та килӗшӳре пӗр çемьери пек тӗрлӗ халăх çынни пурăнать. Вӗсем пӗр-пӗрин йăли-йӗркисене сума сăваççӗ, уявсене пӗрле паллă тăваççӗ. Çавăнпа та çак каç сцена çинчен тутарла, вырăсла, чăвашла, мăкшăлла юрларӗç. Район çинчен докуменлă фильм кăтартрӗç. Çарăмсансен Анат Камăри тата Çырчаллинчи ентешлӗхӗсен представителсем те килнӗччӗ.
Çарăмсансен мăнаçланмалăх çыннисем нумай. Нумай пулмасть çеç Ӗпхӳре халăхсем хушшинчи «Тутар хӗрӗ» конкурсра çӗнтерсе çăмăл машина хуçи пулса тăнă Гульназ Гатина та пурччӗ ентешлӗх тӗлпулăвӗнче. Кармыш ялӗн пики сцена çинче пултарулăхне кăтартрӗ. Район çамрăк конструкторсемпе те мăнаçланать. Вӗсем Акрель ялӗнче пурăнаççӗ. Ентешлӗх тӗлпулăвӗнче йӗркеленӗ куравра роботсен стенчӗ ыттисенчен самай палăрса нумай çынна илӗртрӗ. Роботсем пурте ӗçлекеннисем-çке!
Чăвашсенчен акрельсемсӗр пуçне уявра Вăтăр Юман Киремет, Сосновка, Саминовка, Ишлӗ, Кивӗ Йӗлмел ялӗн культура ӗçченӗсемпе вӗрентекенӗсене курма пулчӗ.
(Сăнӳкерчӗк район сайтӗнчен).



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев